Пур хыпар та
Общество
3 Июлӗн 2019, 11:25

Ялти учительсене – грантсем

Ялти çамрăк учительсене пулăшма тĕллеттернĕ программа старт илет.

Пушкăртстанра ялта ĕçлекен учительсем 600 пин тенкĕ чухлĕ грант илĕç.
Республикăра çамрăк учительсен çителĕксĕрлĕхĕ çивĕч ыйту пулса тăрать. Ялти шкул системинчи 35 çултан çамрăкрах сотрудниксен пайĕ пурĕ 8% кăна. Республикăри учительсен вăтам ÿсĕмĕ - 52 çул.
Указпа килĕшÿллĕн, ялан Пушкăртстанра пурăнакан тата халăх йышĕ 10000 ытла мар ялти шкулта сахалтан та 2 çул ĕçленĕ 35 çултан кĕçĕнрех учительсем грант илме пултараççĕ. Претендентсене ятарлă комисси суйласа илĕ.
Енчен те грант илнĕ хыççăн учитель ĕçне пăрахма е хулана куçма шутласан, унăн укçана каялла тавăрса памалла пулать.
Читайте нас: