Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
28 Июнӗн 2019, 13:30

Аургазăсене штрафсем ăçта кĕтĕç?

Район çулĕсем çинче çулпа çÿремелли правилăсене пăснине видео ÿкерекен 26 комплекс йĕркелесе лартма планлаççĕ.

„ПР транспорт дирекцийĕ” гостуянусен сайтĕнче 600 камера туянасси çинчен тендер пĕлтернĕ, вĕсене Пушкăртстанри хуласемпе районсем тăрăх салатса пама тивĕçлĕ. Тендер документацийĕнче Аургазă районĕнче 26 камера йĕркелесе лартасси çинчен пĕлтернĕ. Çаплах ялсемпе адрессене палăртнă.
Камерăсем мĕнпур типлă государство регистраци паллисене уйăрса илме пултарĕç, хăвăртлăха ÿстернине, хирĕç килекен машинăсен çул тăрăхне кĕрсе кайнине, тротуар тата çуран çÿрекенсен çулĕпе пынине, урамри çуран каçă урлă каçнине тата ыттине ÿкерсе илĕç.


Аургазă районĕн территорийĕнче видео ÿкерекен камерăсем вырнаçтармалли адреслă план:
- Толбазă ялĕнчи лицей (Ленин урамĕ, 105);
- Толбазă ялĕнчи 1 №лĕ ача сачĕ (Ленин урамĕ, 74);
- Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкул (Ленин урамĕ, 146);
- Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 222;
- Толбазă ялĕнчи пушкăрт гимназийĕ (Химиксен урамĕ, 4);
- Толбазă ялĕ, Ибрагимов урамĕ - хĕвеланăç енчен яла пырса кĕмелли вырăн;
- Толбазă ялĕ – çурçĕр енчен яла пырса кĕмелли вырăн;
- Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ – кăнтăр енчен яла пырса кĕмелли вырăн;
- Толбазă ялĕ – Уфа-Оренбург трассăран пырса кĕмелли тĕп вырăн;
- Ачасен Б.М. Гайсин ячĕллĕ музыка шкулĕ (Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 113);
- Толбазă ялĕ, Парковая урамĕ;
- Толбазă ялĕ, Тукай урамĕ;
- Толбазă ялĕ, Титов урамĕ;
- Балăклăкуль ялĕ, Центральная урамĕ;
- Таштамак ялĕ, К.Маркс урамĕ;
- Меселпуç ялĕнчи шкул (Центральная урамĕ, 83);
- Тукай ялĕнчи шкул (Молодежная урамĕ, 1);
- Степановка ялĕ, Молодежная урамĕ;
- Бишкаин ялĕ, Центральная урамĕ;
- Ишлĕ ялĕнчи шкул (Ленин урамĕ, 23);
- Çĕнĕ Федоровка ялĕ, Первомайская урамĕ;
- Нагадакри шкул (Тутар Нагадак ялĕ, Центральная урамĕ, 89);
- Кальчирбуран-Кшенлĕ автомобиль çулĕ;
- Толбазă ялĕ, Ленин урамĕпе Мажит Гафури урам тăваткалĕнчи светофор объекчĕ;
- Толбазă ялĕ, Ленин урамĕпе Первомайская урам тăваткалĕнчи светофор объекчĕ;
- Толбазă ялĕ, Ленин урамĕпе Химиксен урам тăваткалĕнчи светофор объекчĕ.
Читайте нас: