- Участниксем ача кÿмине (е ача лартса çÿретмелли ытти хатĕре) яланхилле мар илемлетме
тивĕçлĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те, ача кÿмине е велосипеда илемлетнĕ темăпа килĕшÿллĕн, театрализациленĕ костюмсемпе пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисенче („Юмахри пек ача кÿми”, „Çемье экипажĕ” тата ыттисем) çĕнтерÿçĕсене жюри палăртать, - тет конкурса
йĕркелекенсенчен пĕри, „Альтаир” центр руководителĕ Динара Хусаинова.
Парад июнĕн 28-мĕшĕнче районти Культура керменĕ умĕнче иртет. Конкурс положенийĕ çинчен „Альтаир” ДО МАУ ушкăнĕнче (vk.com/club161306692) вуласа пĕлме пулать.