Пур хыпар та
Общество
18 Июнӗн 2019, 13:03

Эпир унăн ăслă канашĕсене асра тытатпăр

Кăçалхи май уйăхĕнче Раиса Афанасьева 90 çул тултарнă пулĕччĕ.

Дмитрий Лихачев академик обществăра библиотекăсен кирлĕлĕхĕ çинчен калани вичкĕн сăмахсене çаврăннă: „Библиотекăсем культурăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, енчен те вĕсене ăнсăртран пырса лекнĕ çынсем мар, профессионалсем ертсе пыраççĕ пулсан...”
Раиса Афанасьева çакăн пек руководительсенчен пĕри пулнă, вăл районти библиотека отрасльне хĕрĕх çул ертсе пынă. Вăл Меселпуç ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Ишпарсовăри шкула пĕтернĕ хыççăн Стерлитамакри культура-çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста Треппелти ялти библиотекăна ĕçлеме янă, унтан районтине куçарнă. Кунта вăл пенсие тухиччен (1988 ç.) районти библиотекăсене ертсе пынă.
Раиса Семеновна ертсе пынипе Г. Ибрагимов ячĕллĕ район библиотекин хальхи çуртне туса лартнă (1977 ç.), библиотекăсене централизацилесси ăнăçлă иртнĕ. Библиотекăсен пĕрлĕхлĕ сетьне тăвас енĕпе тĕплĕ тумалли ĕç йĕркелÿçĕ ăсталăхне тата малашлăх туйăмне ыйтнă. Унăн хастарлăхне пула тата вăл çине тăнипе ялсенче 20 ытла филиал уçнă, вĕсене сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ, çĕнĕ литературăпа комплектланă. Пĕчĕк ялсене тивĕçтерме ятарлă библиобус туяннă.
Çав çулсенче Раиса Семеновна профессионал библиотекарьсен туслă коллективне йĕркелеме пултарнă. Вăл сĕнÿ панипе нумайăшĕ Уфари библиотека техникумĕнче, Челябинскри государство культура институтĕнче пĕлÿ илнĕ, халĕ те хăйĕн профессине парăнса тăраççĕ.
Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ обществăлла пысăк ĕç илсе пынă – культура пайĕн партин пуçламăш организацине вунă çул ытла ертсе пынă, район Совечĕн тата Толбазă ял Совечĕн депутатне нумай хутчен суйланнă.
Вăл 2008 çулта вилсе кайрĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче 90 çул тултарнă пулĕччĕ. Эпир вăл вĕрентнисене, ăслă канашĕсене ăшшăн тата çутă тунсăхпа аса илетпĕр, унăн тивĕçлĕ вĕренекенĕсем - çÿллĕ шайри профессионал специалистсем - пулма тăрăшатпăр. Яланах малашлăха туйса ĕçлеме тата пĕлÿ çуртне пирĕн ял çыннисемшĕн юратнă, хăтлă вырăна çавăрма тăрăшатпăр.
З. ХУСАИНОВА,

централизациленĕ библиотека системин директорĕ.
Читайте нас: