Наумкин ялĕнче çуралса ÿснĕ çын ĕçлĕ пурнăçне яш чухне, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче колхоз уй-хирĕсенче ĕçлесе пуçланă. Анчах та шăпа ăна çарти служба хыççăн, çамрăк каччă çул-йĕр ĕçченĕ пулса ĕçлеме вырнаçсан, çулсемпе çыхăнтарнă. Темиçе çултан Челябинск хулинче взрывника вĕренсе тухнă. Каярах Новгород облаçĕнчи Боровичи хулинчи техникумра автоçул ĕçĕсен мастерĕн специальноçне алла илнĕ.
Çĕнĕ пĕлÿпе специалист тăван Пушкăртстана таврăннă. Кунта ăна Уфа - Оренбург трассăн Ишлĕ - Соловьевка участокĕн мастерне уйăрса лартнă. Çак çулăн пĕр пайĕ халĕ – район центрĕнчи хальхи Парковая урамĕ тата Ленин урамĕн пĕр пайĕ. Кунта трассăна юсас тата тивĕçтерес енĕпе ĕçсене ертсе пыма пуçланă.
- Çуркунне тата çулла çĕнĕ бордюрсем, çул çинчи паллăсем, çутă юписем лартаттăмăр. Хĕлле çулсене юртан тасататтăмăр. Бригадăра нумайрах хĕрарăмсем ĕçлетчĕç, анчах та çак хĕрарăмсен мар тивĕçсене пурте çине тăрса пурнăçлатчĕç. Ытти участоксем хушшинче яланах пĕрремĕш вырăнсене йышăнаттăмăр, плана ирттерсе пурнăçлаттăмăр, - паллаштарать хăйĕн асаилĕвĕсемпе Нестор Иванович.
Ăна пăхăнакан работниксем тунă çитĕнÿсемшĕн Н. Иванова пĕрре мар премисем панă. Вăл - „Ĕç ветеранĕ” „Социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи”.
Çул-йĕр отраслĕн ĕçченĕ нумай та пулмасть 92 çул тултарнă. Çуралнă кун умĕн ăна ĕçтешĕсем – ДРСУ начальникĕ Риф Рафиков тата Нияз Гиниятов главнăй инженер саламланă. Вĕсем унчченхи работника парнесем панă, чей ĕçнĕ май ветеранăн ĕçри хастарлăхĕ çинчен аса илнĕ.