Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Июнӗн 2019, 15:39

Çынсене панă пурнăç

РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Аургазă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Магасум Ягафаров 80 çул тултарать.

Çак çамрăк сăнлă, çирĕп тата позитивлă çын çине пăхсан унăн шăпи пысăк, событисемпе пуян пулнине йышăнма йывăр. Аслă шкулта вĕрентет, кĕнекесем çырать, машинăна шанчăклă тытса пырать. Апла пулин те, Магасум Мутагарович хыçĕнче – пĕр çын ĕмĕрĕ, юратнă республика тата çĕршыв историйĕ. КПСС XXVII тата XXVIII съезчĕсен делегачĕ, Пушкăрт АССР икĕ суйлаври Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Нумайăшĕ ăна лайăх специалист, руководитель, ученăй пек пĕлет. Тата халăхран тухнă ахаль лайăх çын пек.

Вăл Тури Лекендĕ ялĕнче çуралнă. Пысăк, туслă çемьере ÿснĕ. Анчах вăрçă пуçланнă, ашшĕ, Мутагар Миннибаевич, фронта кайнă. Ăна килне таврăнма пÿрмен, 1941 çулхи август уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Çемьере тăватă ача çитĕннĕ, Магасум вара пĕртен-пĕр ывăл пулнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш тутар шкулне пĕтернĕ. Лайăх вĕреннĕ, шкулти мероприятисене активлăн хутшăннă. Анчах чи кирли: ачаранах унăн лидер пахалăхĕсем палăрнă. Вĕсем малашлăхра питĕ кирлĕ пулса тухни çинчен калама та кирлĕ мар. Магасум Утеймулла ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли пушкăрт шкулне питĕ лайăх пĕтернĕ. Вăтам пĕлÿ илес тесе, Треппел ялĕнчи шкула „çырăнма” тивнĕ, унта вырăсла вĕрентнĕ. Магасум кашни кун, кирек епле çанталăкра, пĕлÿ илме çÿренĕ. Çуран, паллах... Кашкăрсенчен питĕ хăранă, çавăнпа телеграф юпи патĕнчи кашни армути тĕмĕ уншăн сăрă тĕслĕ тискер кайăк пек туйăннă. Анчах Треппелти вăтам шкул çак йывăрлăхсене тăнă. Вĕренÿ заведенийĕн çĕр вăтăр çуллăх пуян историйĕ пулнă. Унта районти çирĕм ытла ялти ачасем вĕреннĕ. Ял çыннисен тăван чăваш чĕлхине факультативлă вĕрентнĕ, Ягафаров çак урока та çÿренĕ, занятине сиктерсе хăварман. Малашне чăвашсем ĕçлекен коллективсенче пухусене вĕсен тăван чĕлхипе ирттернĕ.

Шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ хыççăн Кумертаури 6 №лĕ техника училищине вĕренме кĕнĕ. Кумертау хулинчи брикет фабрикинче моторист пулса пĕр çул ĕçленĕ. Унтан ăна СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне илнĕ, çар службине 1958-1961 çулсенче Венгринче иртнĕ. Çирĕп тĕллевлĕ ял каччи вăхăта сая яман – пиллĕкмĕш разрядри электрослесарь тата автоэлектрик специальноçĕсем алла илнĕ. Дивизин танк мастерскойĕнче ятарлă электрооборудовани енĕпе мастер пулнă.

Çар çулĕсем иртсе кайнă. Вĕренес туртăм питĕ вăйлă пулнă, вăл демобилизациленнĕ салтака Пушкăрт государство ялхуçалăх институчĕн механизаци факультетне илсе çитернĕ.

Пурнăç йывăр пулнă, вăрçă кÿнĕ сиен хăйĕн çинчен систернĕ. Студентсем республикăн тĕрлĕ районĕсенче практика иртнĕ. Тăваттăмĕш курс хыççăн Кумертау районĕнчи Куюргазă совхозне янă. Магасум çавăнччен виçĕ çул хуçасăр тăнă трактора юсанă, унпа августра кĕрхи çĕртме тунă. Пысăк укçа ĕçлесе илнĕ. Пальто, çĕлĕк туяннă, хура тĕслĕ костюм çĕлеме, хĕрлĕ тĕслĕ пустав шарф тата хĕрлĕ нуски çыхма ательене заказ панă. Пĕр сăмахпа, янкăс тумланнă. Çавăн хăйĕн сăлтавĕ те пулнă. Шăпах çав вăхăтра унăн пурнăçĕнче тĕп событи пулса иртнĕ – вăл авланнă!

Ĕç карьери ăнăçлă пуçланнă. Институт пĕтернĕ хыççăн Бирскри „Сельхозтехника” район пĕрлешĕвĕнче инженер, унтан аслă инженер пулса икĕ çул ĕçленĕ. 1968 çулта Аургазăри район пĕрлешĕвĕн главнăй инженерĕ пулса ĕçлеме йыхравланă. 1972 çултан 1977 çулччен - вăл Аургазăри „Сельхозтехника” район пĕрлешĕвĕн управляющийĕ.

1981 çултан пуçласа Магасум Мутагарович Буздяк районĕнче ертсе пыракан должноçсенче тăрăшнă. Унтан вăл ПР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕн республикăн агропромышленность комплексĕн механизаци, электрификаци тата пурлăх-техника тивĕçтерĕвĕ енĕпе заместителĕнче ĕçлет. ПР Правительстви сĕннипе ăна республикăри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ялхуçалăх кооперативĕсен Ассоциацийĕн Президентне суйланă.

Магасум Мутагарович халĕ те нумай ĕçлет. Килĕнче вара ăна арăмĕ, Лилия Хуснулхаковна, кĕтет. Вăл, врач пулнă май, пĕтĕм пурнăçне çынсен сывлăхне сыхлассине панă. Хĕрĕ, Алиса, ашшĕн çулĕпе кайнă, экономика наукисен кандидачĕ, Пушкăрт государство аграри университетĕнче кафедра ертсе пырать. Элина тата Султан мăнукĕсем „Юбилейный” Культура керменĕнче бал ташшисене вĕренеççĕ. Элина республика конкурсне ăнăçлă хутшăннă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ачисен тата мăнукĕсен çитĕнĕвĕсем телейлĕ кукашшĕпе кукамăшне савăнтараççĕ.

Ватăлма пĕлмен, ĕçре пурăнакан, хĕрсе кай¬са ĕçлекен тата хăй хыççăн ыттисене илсе пыракан çынна мĕн хастар кăмăл парать-ши, пĕлме интереслĕ. Оптимизм нумай çула çитмелле, кравать патĕнчи тумбочка çинче – Пушкăртстан поэзийĕн суйласа илнĕ хайлавĕсем. Килĕнче – ют çĕршыв тата совет литературин классикĕсен лайăх библиотеки.

Магасум Мутагаровичăн правительство наградисем тата хисеплĕ ячĕсем нумай – вĕсем унăн ĕçне хаклакан критерисем. Юбилей медалĕ (1970 çул) Аургазăри „Сельхозтехника” район пĕрлешĕвĕн главнăй инженерĕ пулса ĕçленĕ тапхăр çинчен аса илтерет. „Хисеп Палли” орден (1976) – „Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕн управляющийĕ пулса ĕçленине. „Ĕç ветеранĕ” медаль (1984) – Буздякри КПСС райкомĕн Пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленине. Вăл ПР (1993), Россия Федерацийĕн (1998) тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.

Магасум Ягафаров хăйĕн ентешĕсене пысăк пулăшу парать. Унăн пуçарăвĕпе Анат Лекендĕ ялĕнче мечĕт туса лартнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ ял çыннисен, çаплах çĕнтерсе таврăннă фронтовиксен тата салтаксен тăлăх арăмĕсен, воинсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе уйрăм палăксем лартнă. Вăл ыйтса çырнипе унчченхи Салават ячĕллĕ колхозăн ялĕсене газ кĕртнĕ, çулсене асфальт сарнă.

Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван республикăна, унăн чечекленĕвне халалланă. Наградăсем, паллах, унăн ĕçне, вăл çынсен пурнăçне лайăхлатма тăрăшса вăй хунине тивĕçлĕ хаклаççĕ. Анчах та тĕп награда – ентешĕсем тав туни, пĕр вăхăтра пурăнакан çынсен тата çитес ăрусен чĕринчи ырă астăвăм.

Р. ХАКИМОВ.
Читайте нас: