Пур хыпар та
Общество
31 Майӑн 2019, 12:10

Предпринимательсем – социаллă партнерсем

Район Совечĕн черетлĕ ларăвĕнче бизнес-пĕрлешÿсен представителĕсене наградăларĕç.

Малтан депутатсем 2018 çулшăн район бюджетне пурнăçлани çинчен отчета çирĕплетрĕç, МР администрацийĕн структурине улшăнусем кĕртрĕç. 9 №лĕ суйлав округĕн (Балăклăкуль, Семен ялсовечĕсем) депутачĕ В.Воронин суйлавçăсемпе ĕçлени, вĕсен хушăвĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. „Наумкино” агрофирма руководителĕ ял тăрăхĕсене çулсем, соцкультйăла объекчĕсем юсама активлăн пулăшать, вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа (ППМИ) спонсорĕ пулса тăрать. Район Совечĕн председателĕ Минулла Худайбердин депутата ял çыннисен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшнăшăн тав турĕ.


Район депутачĕсем халĕ пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă участникне, 96 çулхи Владимир Романова „Аургазă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ят парассишĕн, нумай çул тăршшĕне „Ажемак” кирпĕч завочĕн гендиректорĕ пулса ĕçленĕ, район¬ти чăваш общественноçĕн активлă членне Георгий Орлова „Аургазă районĕ умĕнчи тивĕçсемшĕн” от¬личи паллипе наградăлассишĕн сасăларĕç. Иккĕшĕ те Çĕнĕ Федоровка ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Россия предпринимателĕн кунĕ ячĕпе, район экономикине аталантарассине, ППМИ реализацилессине тÿпе хывнăшăн, бизнеса ăнăçлă илсе пынăшăн „Урожай” СП ООО директорне Ильгиз Ханнанова, „Наумкино” Агрофирма” ООО директорне Виталий Воронина, „Салават” ХФХ ООО директорне Василий Федоро¬ва, „Таштамак” СПК председательне Алексей Сидорова, „Урал” СПК председательне Рамиль Иштугано¬ва район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.


Районти социаллă-культура мероприятийĕсене ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн тата районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн „Ажемак” Кирпĕч завочĕ” ООО гендиректорĕ Наиль Сагадиев, „Толбазинский хлебокомбинат” ПК директорĕ Лилия Буляккулова, райпо совечĕн председателĕ Рамиля Бахтиярова, „Аургазымонтажсервис” ЗАО директорĕ Игорь Иванов, «Стройпоставка» директорĕ Андриян Орлов, ХФХ пуçлăхĕсем Рафиль Габидуллин тата Фанур Ибрагимов, Надежда Алексеева, Заки Нагаев, Альберт Хусаинов, Уралия Байгулова, Николай Кулагин, Наиля Амирова, Ли¬ана Карпова уйрăм предпринима-тельсем те çавăн пекех наградăна тивĕçрĕç.
Читайте нас: