Иртнĕ çулхи хĕлле усал шухăшлă çынсем район центрĕнчи сотовăй çыхăну салонĕсенчен пĕрне çаратни çинчен астутаратпăр. Çĕрле вĕсем витринăсен кĕленчине ватса сакăр хаклă йышши телефон вăрланă. Кÿнĕ сиен 250 пин тенкĕ пулнă. Çапла майпах преступ¬никсем Чишме районĕн райцентрĕнчи сотовăй çыхăну салонне çаратнă. Паянхи куна айăплисене тытнă. Вĕсем 19-20 çулсенчи Уфа çыннисем пулнă. Халĕ вĕсен шăпине суд татса парĕ. Вăрланă смартфонсем пирки каласан, шел пулин те, магазинăн витринине вĕсенчен иккĕшĕ анчах - 50 пин тенке яхăн суммăлăх – таврăннă. Ытти телефонсене преступниксем сутса яма ĕлкĕрнĕ.