Пур хыпар та
Общество
30 Майӑн 2019, 17:04

Эвелина хоккейла вылять

Эпир район хаçачĕн страницисенче Бишкаинти Эвелина Тихонова çинчен çырса кăларнăччĕ ĕнтĕ. Аванах мар диагноза – ДЦП – пăхмасăр, вăл çĕнĕ çÿллĕшсем çĕнсе илет тата хăйне тĕрлĕ ĕç-пуçра тĕрĕслесе пăхать. Çирĕп тĕллевлĕ хĕрача хальхинче клюшка тытнă та хоккей ăсталăхне алла илнĕ

Эпир район хаçачĕн страницисенче Бишкаинти Эвелина Тихонова çинчен çырса кăларнăччĕ ĕнтĕ. Аванах мар диагноза – ДЦП – пăхмасăр, вăл çĕнĕ çÿллĕшсем çĕнсе илет тата хăйне тĕрлĕ ĕç-пуçра тĕрĕслесе пăхать. Çирĕп тĕллевлĕ хĕрача хальхинче клюшка тытнă та хоккей ăсталăхне алла илнĕ.


Мĕнпурĕ те иртнĕ çулта, Эвелина вĕренекен класа следж-хоккей команда тренерĕ, „Салават Юлаев” командин унчченхи хоккеисчĕ Никита Козлов килнĕ хыççăн, пуçланнă. Вăл „Башкирские пираты” командăна ачасем пухнă. Унăн составĕ хутăш пулнă. Эвелинăн куçĕсем тÿрех йăлтăртатма тытăннă. Вăл пĕрремĕш пулса алă çĕкленĕ. Çамрăк спортсменсене малтан пăр çинче çуна çинчен ÿкмесĕр тытăнса тăма питĕ йывăр пулнă, ăсталăх çитмен. Пĕр вăхăтрах икĕ клюшкăпа вылямалла, çунапа ăста куçкаламалла, хăвăртлăха тытса пымалла тата ĕмĕтленнĕ шайбăна çапса кĕртмелле пулнă вĕт. Вылякансем час-часах йăванса кайнă, ыратнине тÿснĕ, ÿт-тене кăвакартса пĕтернĕ. Анчах Эвелина Тихонова çине тăнипе çакна пурне те тÿссе ирттернĕ.


Çĕнĕ çулхи каникулта командăна Санкт-Петербургра иртнĕ ачасен Пĕтĕм Российăри хоккей фестивальне чĕннĕ. Хоккей – спортăн хаклă тĕсĕ, пĕр ача-пăча çуни кăна 50-100 пин тенкĕ тăрать. Çулçÿреве сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ пулнă. Анчах тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Тимченкосен мăшăрĕн ыркăмăллăх фончĕ хоккей форми тата хатĕр-хĕтĕрсем туянассине финансланă, çулшăн, пурăннăшăн тата апатланнăшăн тÿленĕ. Телейлĕ ачасем ăмăртăва ашшĕ-амăшĕсемпе самолетпа вĕçнĕ. Турнира çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен вунă команда хутшăннă. Пирĕн республикăн команди пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Çакă хоккеистсемшĕн тата вĕсен тренерĕшĕн - пысăк çитĕнÿ. Вĕсене хаклă парнесем панă. Эвелина çÿллĕш шурă тĕслĕ плюш упа уншăн Питерта ирттернĕ кунсем çинчен ырă асаилÿ пулса тăрĕ. Фестивале уçнă çĕре хоккейпа Российăн пухса пĕрлештернĕ командин главнăй тренерĕ Илья Воробьев, пĕрлештернĕ команда капитанĕ Павел Дацюк килнĕ.


Уфара пăр площадкисем çителĕксĕр пулнă пирки команда Учалăра тата ытти хуласенче тренировкăсем ирттернĕ. Вĕсен кун йĕрки йывăр пулнă: вĕренÿ, хăй тĕллĕн хатĕрленÿ, пăр çинче тата спорт залĕнче тренировкăсем, йышлă ăмăртусем. Эвелина хăйĕн ашшĕ-амăшне тата командăри тусĕсене тав тăвать. Вăл следж-хоккейпа Российăн пĕрлештернĕ командинче выляма ĕмĕтленет.

А. ИВАНОВ.


СПРАВКА

Следж-хоккей е çуна çинче ларса хоккей вылясси – вăй-хал майĕсем чикĕллĕ çынсем валли пăр çинчи спорт вăййи, шайбăллă хоккей аналогĕ. Вăйă тупсăмĕ икĕ команда ятарлă çунасем çинче ларса кĕрешнинче, вĕсем шайбăна клюшкăсемпе пĕр-пĕрне парса хăйсемпе тупăшаканăн хапхине май пур таран нумайрах çапса кĕртме тата хăйсен хапхине ирттерсе ямасса тăрăшаççĕ. Следж-хоккей хĕллехи Паралимп вăййисен программине кĕрет.
Читайте нас: