Пур хыпар та
Общество
21 Майӑн 2019, 13:30

Пĕрремĕш репетици иртнĕ

Районти шкулсенчен вĕренсе тухакан 153 ачашăн çурхи бал иртĕ.

Çакă – пысăк ташă проекчĕ, ăна район администрацийĕ тата вĕрентÿ пайĕ „Уфанет” компанипе пĕрле ирттерет. Вăл пирĕн районта иккĕмĕш хут иртĕ.
Пĕрремĕш репетици иртнĕ те ĕнтĕ. Хореографсем ертсе пынипе шкул ачисем ташă çаврăнăçĕсене вĕренеççĕ.
- Эпир мероприятине вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансемпе пĕрле аургазăсене пурне те хутшăнма чĕнетпĕр. Бал майăн 25-мĕшĕнче районти Культура керменĕ умĕнчи площадьре иртет. Мероприяти 13.00 сехетре пуçланать. Вĕренсе тухакансен балĕсĕр пуçне кунта халăх йăпанма тĕрлĕ площадкăсем ĕçлĕç, - пĕлтерчĕ акцине йĕркелекенсенчен пĕри Динара Хусаинова.
Читайте нас: