Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Апрелӗн 2019, 11:46

Пулас салтаксем

Район центрĕнче Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем валли Призывник кунĕ иртрĕ.

Паллă мероприятине кăçал Хĕçпăшаллă вăйсен ретне тăма тивĕçлĕ 20 яш хутшăнчĕ. Призывниксем çар комиссариачĕн начальникĕн Файруз Гимадиевăн халал сăмахне итлерĕç. Вырăнти хирĕçÿсенче вилнĕ воин-аургазăсен палăкĕ умне çар комиссарĕ ертсе пынипе чечексем хучĕç.

Призывниксем хăйсем çинчен те астăвăм хăварчĕç. Вĕсем ача-пăча площадки тăрăх 20 çамрăк пилеш лартрĕç, çак хунавсене Стерлитамакри вăрман хуçалăхĕ (руководителĕ В. Сагадиев) панă. Тепĕр çултан, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçласа, хунавсем мĕнле чĕрĕлсе кайнине хăйсем килсе курма пултарĕç.

Пулас салтаксем историпе краеведе¬ни музейĕнче экскурсинче пулса курчĕç. Çар залĕнче призывниксене çар службинче тивĕçлипе тăнă тата Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ ашшĕсен, аслашшĕсен тата мăн аслашшĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç.

Призывниксем районăн тĕн çыннисемпе – Салман хазратпа тата Евгений аттепе – хутшăнчĕç. „Радуга” кинотеатрта ачасене Булат Юсуповăн „Пĕрремĕш республика” фильмне кăтартрĕç.
Читайте нас: