Пур хыпар та
Общество
23 Апрелӗн 2019, 11:32

Чат уçăлнă

Аургазăсем „Эко-Сити” регион операторĕпе WhatsApp урлă çыхăнма пултараççĕ.

- Аургазă районне тивĕçтерсе тăракан регион операторĕ WhatsApp мессенджер валли „хĕрÿ линин” икĕ номерне уйăрса пачĕ: 8-965-939-49-00 тата 8-903-311-04-90, - пĕлтерчĕ „Эко-Сити” РО пресс-секретарĕ Олеся Арамелева, - вĕсемпе иккĕллĕ квитанцисем е квитанци килменни çинчен пĕлтерме, çĕнĕрен шутласа пама документсен фотоÿкерчĕкĕсене ярса пама, çаплах çÿп-çапа вăхăтлă турттарса тухманни çинчен пĕлтерме пулать.


Пĕлтерÿсене пурне те колл-центр диспетчерĕсем йышăнĕç, специалистсем пăхса тухĕç. Регион операторĕн çаплах „хĕрÿ лини” телефонĕ те ĕçлени çинчен аса илтеретпĕр: 8-800-700-49-00.
Читайте нас: