Пур хыпар та
Общество
19 Апрелӗн 2019, 10:35

Ывăлне амăшне тавăрса панă

Хăйĕн ывăлне вăрласа кайнă, федераллă шыравра пулнă Аургазă çыннине арестленĕ, ачине вара амăшне тавăрса панă.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче Толбазă ялĕнче пурăнакан Альфия Абдуллинан 12 çулхи ывăлне, Эрнеста, унчченхи упăшки Алмаз Сагитов вăрласа кайнă.
Вăраха тăсăлнă шырав результат паман. Уфа, Хусан, Мускав – ашшĕ пĕрле пурăнакан Алсупа арçын ачана çак хуласенче вунă уйăх тăршшĕне пытарса пурăннă. Суд приставĕсен Федераллă службин республикăри Управленийĕн приставĕсем темиçе хутчен таркăнсен йĕрĕ çине ÿкнĕ, анчах лешсем ăста тарма пĕлнĕ. Мĕнпурне те типтерлĕ тунă, ватсапра çеç хутшăннă. Анчах мăшăра пурпĕрех тытнă.
Ачана шыраса тупас тесе оперативникăн Мускаври подъездсенче пĕр эрне пурăнма тивнĕ. Вăл унтах çинĕ те, çывăрнă та. Право органĕсен сотрудникĕсем Сагитов тара илнĕ пÿлĕме вирхĕнсе кĕнĕ. Çав вăхăтра Эрнест амăшĕ те вĕсемпе пулнă. Хăйне çав вăхăтра мĕн тÿсме тивни çинчен вăл куççульне тытса чараймасăр каласа парать:
- Унчченхи упăшкан куçĕсенче хăрани курăнчĕ, вăл вилĕме тĕл пулнă пек. Унпа пĕрле пурăнакан Алсу манăн ывăла ярса тытрĕ, ăна парасшăн пулмарĕ, хăйĕн тăван ывăлĕ тейĕн. Унтан ман çине сиксе ÿкрĕ, пуçран ярса тытрĕ, анчах приставсем вăхăтлă пулăшрĕç. Хăйсен япалисене пуçтарма вĕсене вăхăт пачĕç. Çакăнпа усă курса вĕсем чÿречерен урама сиксе тухрĕç, пÿлĕм пĕрремĕш хутраччĕ. Анчах та унта вĕсене приставсем кĕтсе тăратчĕç.
Çаратуçă ашшĕпе хутшăнма „телей пÿрнĕ” свидетельсем вăл вĕсене мĕнле улталани çинчен каласа панă. Пĕр хĕрарăма юсав ирттерме шантарнă, укçине малтанах илнĕ, унтан хăй çухалнă. Арçын ача мĕншĕн унпа пулни çинчен ыйтсан, ывăлне амăшĕ пăрахса хăварчĕ, вăл ăна кирлĕ мар тесе ăнлантарнă.
Мăшăр Андрей Малаховăн „Прямой эфирт” передачине те хутшăннă. Ывăлĕ илтесси енĕпе инвалид пулни паллă пулса тăнă. Эрнеста тĕп хула врачĕсем пулăшма пулнă. Çавăн чухне экспертсем Алмаза çак ĕçе мирлĕ вĕçлеме сĕннĕ. Право сыхлакан органсене кайса, ывăлĕн ырлăхĕшĕн закон тăрăх ответ тытма. Алмаз передачăра ывăлĕшĕн хăйĕн пурнăçне пама хатĕрри çинчен, вăл ăна юратни çинчен каланă. Анчах ашшĕ юратăвĕ эгоизмла пулас. Юратнă чухне çывăх çын лăпкă пурăнтăр тесе мĕнпурне тăватăн вĕт, вĕçĕмсĕр пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿрени тата пытарса пурăнни, вĕренме чарăнса тăни ачан нерв системине хавшатнă çеç.
Эрнест халĕ амăшĕпе. Унăн урăхла пурнăçа хăнăхмалла, тантăшĕсемпе туслă çыхăнусене çĕнĕрен йĕркелемелле, тăванĕсене, шкула çĕнĕрен хăнăхмалла. Районти опека органĕн представителĕ, психолог, суд приставĕсем унпа калаçусем ирттернĕ. Вăл ашшĕпе мĕнле пурăнни çинчен каласа панă. Арçын ача вăхăтне нумайрах хваттерте, телефонпа ирттернĕ, никампа та хутшăнман, сайра уçăлса çÿренĕ. Ăна нихăçан та пĕччен хăварман. Ашшĕ кайсан, унпа Алсу пулнă.
Хальхи вăхăтра Алмаз Сагитова Мускав полицейскийĕсем икĕ куна тытса чарнă. Унпа малашне мĕн пулассине суд татса парĕ.
Арçын ача амăшĕ ывăлĕ çĕнĕрен унпа пулнишĕн хавас. Вĕсен шкул программине хăваласа çитмелле. Вĕсем иккĕмĕш çула юлма шутламаççĕ вĕт.
Читайте нас: