Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Апрелӗн 2019, 11:11

„Цифрăна” куçатпăр

Июнĕн 3-мĕшĕнче республикăн пĕтĕм территорийĕнче кивĕ тĕслĕхлĕ телевидени передачăсем парса тăма чарăнать. Тăватă çул каялла унăн çамрăк конкуренчĕ – цифрăллă телевидени - пулса кайрĕ.

2015 çултан хальхи телевизорсемпе е ятарлă приемниксемпе усăланакан ял çыннисем цифрăллă тÿлевсĕр 10 канал пăхма пултаратчĕç. Кăçал хĕлле тÿлевсĕр каналсен пакечĕ 20 таранччен анлăланчĕ. Çаплах телевизора виçĕ радиостанцине йышăнма майлаштарма пулать.
Аургазăсем валли цифрăллă сигнал йышăнма ултă телевышка ĕçлет. Хăшпĕрисем ăна ытти районсенчен йышăнма пултараççĕ. Шел пулин те, цифрăллă вещани ялсене пурне те пырса çитмен. Российăри телевидени тата радиовещани сечĕн специалисчĕсем районти 16 ял вещани зонине кĕменни çинчен пĕлтернĕ. Анчах та ял çыннисене информаци илмелли правăсăр хăвармĕç.
Çак ял çыннисемшĕн государство пулăшăвне шута илнĕ. РФ Цифрăллă аталану, çыхăну тата массăллă ком-муникацисен министерстви спутник телевиденийĕн операторĕсемпе (НТВ+, „Телекарта” („Орион Экспресс”) тата МТС) калаçса килĕшнĕ тăрăх, сигнал пырса çитмен зонăрисене çăмăллăхлă условисенче спутник ТВ çыхăнтарĕç тата тивĕçтерсе тăрĕç. Оборудованине йĕркелесе лартнă хыççăн 20 телеканалтан тăракан тÿлевсĕр пакета çыхăнтарма пулать. Тăкаксем пĕр хут анчах пулаççĕ – спутник телевиденийĕн оборудованине туянма тата йĕркелесе лартма.
Аургазăсен пурин те мар цифрăллă тюнерпа çĕнĕ телевизор пур. Вĕсене цифрăллă приставка майлаштарса лар¬тни пулăшма пултарать, вĕсен юравлă хаклă тĕслĕхĕсем 800-900 тенкĕ тăраççĕ.
А. ВОРОНЦОВ.
СИГНАЛ ПЫМАН ЯЛСЕМ: Абдулла, Баиш, Берлек, Заит, Кебеç, Тури Бегенеш, Кузьминовка, Анат Бегенеш, Çĕнĕ Троицк, Пушкинский, Наумкино, Çĕнĕ Тимешке, Кивĕ Ибрай, Тукай, Утеймулла, Шĕвĕрлĕ.
КАМА КОМПЕНСАЦИ ПАРАÇÇĔ ТАТА КАМ ÇАВĂНШĂН ЯВАПЛĂ?

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров хушнипе граждансен уйрăм категорийĕсене (пенси çумне федераллă социаллă хушма тÿлев илекен пенсионерсен тата кашни уйăхра ача пособийĕ илекен ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесен) приемник туянма е спутник антенни йĕркелесе лартма тăкаксемшĕн компенсаци парĕç.
Пушкăртстанра цифрăллă телевидени вещанийĕн зони тулашĕнче пурăнакан льготниксене государство пулăшăвĕ парассишĕн ПР Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентстви ответ тытать. „СпутникТелеком” АО спутник телевиденийĕн оборудованине йĕркелесе лартас енĕпе оператор пулса тăрать. Енчен те майлаштарнă спутник антенни енĕпе ыйтусем килсе тухас пулсан ПР Пичет агентствин „хĕрÿ линийĕн” 8-800-347-00-55 тата „СпутникТелеком” АО 8(347)200-90-93 телефонĕсемпе шăнкăравлама пулать.
Цифрăллă телевидени вещанийĕн зонинче пурăнакан, пенси çумне федераллă социаллă хушма тÿлев илекен пенсионерсене тата кашни уйăхра ача пособийĕ илекен ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесене государство пулăшăвĕ парассишĕн Пушкăртстан Республикин Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерстви яваплă. ПР Ĕç министерствин „хĕрÿ лини” телефонĕ: 8(347)282-40-35.
Читайте нас: