Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Апрелӗн 2019, 10:25

Эпир аслă çĕршывра пурăннипе мăнаçланаттăмăр

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче СССР гражданинĕ Юрий Гагарин летчик-космонавт тытса пыракан „Восток” космос карапĕ тĕнчере пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ.

Вăл этемлĕхĕн чи çутă шухăшĕсене тата чи пысăк шанăçĕсене пурнăçа кĕртрĕ. Çав паллă куна лайăх астăватăп. Ун чухне эпĕ районти ял хуçалăх инспекцийĕнче зоотехник пулса ĕçлеттĕм. Вăл çулсенче Толбазăра телевидени, çутă пĕрмай çукчĕ. Çутă ирпе тата каçпа темиçе сехете паратчĕç. Вырăнти электростанци инкубатор станцийĕ таврашĕнче вырнаçнăччĕ. Юнашар типографиччĕ, унта район хаçатне пичетлетчĕç. Яланхи электричество ноябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне кăна пулса кайрĕ.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче ирпе радиопа Мускав вăхăчĕпе 10.00 сехетре Совинформбюро пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар калассине пĕлтерчĕç. Мирзаханов начальникĕн радиоприемниклă пысăк кабинетчĕ. Унта пирĕн пĕтĕм аппарат, Габбасов главнăй редакторпа район хаçачĕн сотрудникĕсем, агрохимлабораторийĕн , вăрлăх лабораторийĕн (начальникĕ Тукчурин) специалисчĕсем пухăнчĕç. Эпир пурте редакци çуртĕнче ĕçлеттĕмĕр. Çав сехете тÿсĕмсĕррĕн кĕтрĕмĕр. Акă 12.00 сехет çитрĕ, радио дикторĕн, Левитанăн, сасси янрать: „Тĕнчере пуçласа СССР гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин майор космоса вĕçнĕ. Космоса вĕçнĕ хыççăн 108 минутран вăл Казахстан территорине – Байконура - ăнăçлă анса ларнă”.
Эпир çак пĕлтерĕве илтсен, çакăн пек аслă çĕршывра пурăннăшăн савăнтăмăр, мăнаçлантăмăр. Çак кун çăлтăрсем патне çăмăл мар тата чăрмавлă çул çинчи пĕрремĕш утăм пулчĕ.
Ю. Гагарин хăйĕн автобиографийĕнче çапла çырнă: „Икĕ пысăк государство Çĕр çумĕнчи хутлăха пуçласа тĕпчеме пуçланă чухнехи ăмăртăва пĕтĕм тĕнче хытă интересленсе сăнаса тăнă чухне космоспа мĕнле чирлемĕн-ха”. Вăл хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен аса илнĕ: „1941 çулхи вăрçă пуçлансан çемье эвакуациленме ĕлкĕрейменччĕ. Яла кĕтмен çĕртен велосипедсемпе нимĕçсем килсе кĕчĕç... Пирĕн çемьене çуртран хăваласа кăларчĕç, ăна нимĕç салтакĕсем йышăнчĕç. Çĕрпÿрт чавма тÿр килчĕ, унта анне (атте фронта кайма ĕлкĕрнĕччĕ), аслă пичче Валентин, Зоя аппа, эпĕ тата Бориска шăллăм пурăнаттăмăр. Совет çарĕсем наступлени пуçласан, нимĕçсем Валентинпа Зойăна Германие хăваласа кайрĕç”. Гагарин Оренбургри çар-авиаци училищинче вĕреннĕ çулсене аса илнĕ май çапла çырнă: „1957 çул. Вĕренсе тухмалли экзаменсем çывхарса килетчĕç. Эпир кунĕпе аэродромра пулаттăмăр. Çав вăхăтра пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ событи пулса иртрĕ – совет çĕршывĕ Çĕрĕн пĕрремĕш искусственнăй спутникне вĕçтернĕ. Пурте кăшкăратчĕç: „Спутник! Пирĕн спутник тÿпере!” Эпир спутник пирĕн Оренбург çийĕн вĕçсе иртменнишĕн кулянтăмăр. Пирĕн, курсантсен, командирсен тата преподавательсен пĕр ыйтуччĕ: „Малалла мĕн пулать..?” Пĕр вунпилĕк çултан çын та космоса вĕçĕ тесе калаçатчĕç”.
Паллă ĕнтĕ, совет ученăйĕсене ун чухлĕ вăхăт кирлĕ пулмарĕ – Çĕрĕн пĕрремĕш спутникне вĕçтернĕ хыççăн Ю. Гагарин хăй космоса вĕçнĕ, çĕр çине ăнăçлă таврăннă. Смоленск таврашĕнчи ялти ахаль каччă тĕнчипе чапа тухрĕ. Руководительсем чĕннипе вăл тĕнчери нумай çĕршывра хăнара пулнă тата сăмах каланă. Космонавт хăйне юлташĕсемпе пĕрле тата пĕрре мар вĕçме тÿр килĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах, ку ĕмĕтсем пурнăçланман. Самолетăн çĕнĕ тĕсне тĕрĕсленĕ чухнехи инкеклĕ лару-тăру унăн пурнăçне татнă.
Гагарин ăнăçлă вĕçнĕ хыççăн США президенчĕ Никсон çапла пĕлтернĕ: „Вырăссем пире космосра, шкул партти хушшинче, çĕнтерчĕç”. Чăннипе те пирĕн вĕрентÿ тĕнчере чи лайăххи пулнă. СССРти вĕрентÿ ĕçĕ çинчен Нобель премийĕн лауреачĕ Жорес Алферов академик, вăл вилнĕренпе пирĕн çĕршыв тăлăха юлчĕ, çапла çырнă: „Эпир халăха вĕрентес ĕçре, çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсем тăвассинче вăрах вăхăт хушши лидер пултăмăр. Пирĕн лидер позицине таврăнма вăхăт. Эпĕ физикăпа Нобель премине илнĕ чухне экономикăпа Нобель премийĕн лауреачĕ, Чикагăри Дж. Хекман профессор XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи наукăпа техника прогресĕ СССРпа США ăмăртнипе пулса пынине палăртрĕ. Вăл ун чухне: „Шел, ăмăрту вĕçленчĕ”, - терĕ”.
Космоса алла илнĕ çулсенче савăнăçлă пĕлтерÿсем тата хумхантаракан хыпарсем пулчĕç. 1971 çулта космос станцийĕн пĕтĕм экипажĕ космосра вилчĕ. Халĕ тĕнчери тĕрлĕ çĕршывран космосра пулса курнă 500 ытла çын шутланса тăрать. Пирĕн пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнче пирĕн космонавтсемпе пĕрле Америка астронавчĕсем тата ыттисем вĕçеççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре вĕсене çитĕнÿсем сунатпăр.
Р. НАГАЕВ.

Исмагил ялĕ.
Читайте нас: