Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Апрелӗн 2019, 11:25

Пĕрлĕхлĕ çурта тасатса тирпейлес ĕç пуçланчĕ

Республикăри „Ешĕл Пушкăртстан” экологи проекчĕн йĕркипе ялсене тирпей-илем кĕртес тата тасатас енĕпе пĕрремĕш субботниксем иртрĕç.

Ĕç уявне харпăрлăхăн мĕнпур формиллĕ предприятисен тата организацисен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, социаллă сферăн работникĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Экологи субботникĕнче район центрĕн çыннисем, яланхи пек, малта пыракансем пулчĕç. Хĕрлĕ-сарă тата хĕрлĕ жилетсем тăхăннă ПУЖКХ работникĕсем ирех ĕçе тытăнчĕç: урамсенчи, парк зонинчи çÿп-çапа пуçтарчĕç, ятарлă машинăпа шыв сирпĕттерсе çулсемпе тротуарсене çуса тасатрĕç.
Толбазă ялсовечĕн администраци пуçлăхĕн Айдар Нафиковăн сăмахĕ тăрăх, 1150 çын субботника тухнă. Кирлĕ инвентарь – кĕреçе, кĕрепле, шăпăр – илсе, хăйсен территорийĕсенче туслăн йĕрке тунă.
Уйрăмах район больници, вĕрентÿ тата культура пайĕсем, çар комиссариачĕ, район администрацийĕ активлă пулнă. Район центрĕн предпринимателĕсем те лайăх ĕçленĕ. Таса лаптăклă магазинсене, павильонсене кĕрсе тухма кăмăллă, витринăсемпе чÿречесем çуталса тăраççĕ. Туянакансене вĕт тасалăх хутлăхĕ хăй те илĕртет.

Пурте, хăйĕн ялне юратнине тата хисепленине палăртса, тăрăшнă.
Пухнă çÿп-çапа, пĕлтĕрхи çулçăсене, хăрăк йывăçсене турттарса тухас енĕпе ятарлă техника оперативлă ĕçленĕ. Пурĕ 17 машина çÿп-çап турттарса тухнă.
Ытти ялсоветĕнчи çынсем те хăйсен ялĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçрен пăрăнса юлман. Балăклăкуль ял тăрăхĕн администраци сотрудникĕсем ача сачĕн, почта работникĕсемпе, сÿрĕк мар кăмăллă ял çыннисемпе пĕрле хăйсен организацийĕсен картишĕсенче, килĕсенче юлнă юра ывăтма аллисене кĕреçе тытнă.
Пирĕн пурнăçра манма юраман йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен пĕри – çурхи субботниксем. Вĕсем çынсене пĕрлештереççĕ тата çывăхлатаççĕ кăна мар, хамăр пурăнакан территорине тирпей-илем кĕртессинче тата тасатассинче чăннипе те усă кÿреççĕ.


Республикăри „Ешĕл Пушкăртстан” субботниксен официаллă брендбукне çирĕплетнĕ. Экологи мероприятийĕсем „Республикăна пĕрле тасарах тăвар!” пĕрлĕхлĕ лозунгпа иртĕç. „Ешĕл Пушкăртстан” проекта Пушкăртстан Республикинчи экологи пĕлĕвĕн системине лайăхлатма, халăхăн экологи культурин шайне ÿстерме, экологи енĕпе Пушкăртстан Республикин хăрушлăхсăр çирĕп аталанăвне тивĕçтерессинче регионсем тата халăхсем пĕрле ĕçлеме тĕллеттернĕ.
Читайте нас: