Пур хыпар та
Общество
5 Апрелӗн 2019, 10:26

Ялти килсĕр йытăсем

Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан çынсене килсĕр йытăсен кĕтĕвĕ хăратать.

Юлашки вăхăтра çынсем ялта çÿрекен йытăсене пула урамсене тухма шикленеççĕ. Тискерленнĕ йытăсем ял халăхне хăратаççĕ. Курнă çынсен сăмахĕ тăрăх, çĕнĕ „хăнасем” питĕ выçă, ял çыннисем умĕнче пĕр кушака туласа тăкнă, çакă пĕрремĕш тĕслĕх кăна та мар! Килти чĕрчунсене агрессивлă тапăннине çынсем хирĕç тăма пултараймаççĕ.
- Йытăсем питĕ хăрушă, кĕтĕвĕпе чупса пынă чухнех тапăнаççĕ. Питĕ агрессивлă курăнаççĕ. Восточная урамĕнче юхăнчăк çурт пур, вĕсем унăн килкартишĕнче пурăнаççĕ, - каласа парать ял çынни.
Халăх мерăсем йышăнма ыйтса ял тăрăхĕн администрацине официаллă çыру çырма хатĕрленет. Татса паман проблема çынсене сиен кÿме тата вĕсен пурнăçне тата сывлăхне хăратса тăма пултарать.

Д. ФАТКУЛЛИН.
Килсĕр йытăсемпе проблема уйрăмах çуркунне, чĕрчунсем чупма тытăнсан, пуçланать. Килти йытăсен хуçисем те, тăват ураллă тусĕсем чупчăр тесе, вĕсене кăларса яраççĕ. Вулаканăн ыйтăвĕ çине хуравлас тесе, редакци координаторпа, ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалисчĕпе Ляйсан Кидрасовапа çыхăнчĕ.
- Законпа йытăсене пеме чарнă. Вĕсене вăхăтлăха çывăрттарса яракан эмел тытса тăракан уколпа персе тытаççĕ. Районта йытăсене тытмашкăн конкурсра кăçал А.Л. Хуснутдинов ИП çĕнтерчĕ. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен заявкисем тăрăх ĕçлет. Çĕнĕ Кальчир ял тăрăхĕнчен март уйăхĕнче заявка килнĕ, тытнин акчĕ тăрăх виçĕ йытă шута илнĕ, анчах та урăх ялсенче. Лайăх результат пултăр тесен, йытăсем тытас енĕпе ĕçлекен специалистпа координаци пулмалла, килсĕр йытăсем пĕр вырăнта „кĕтсе лармаççĕ” вĕт. „Ватсапра” ушкăн йĕркеленĕ, эпĕ унăн администраторĕ пулса тăратăп. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пурте тата специалист хăй кĕреççĕ. Çавăнпа тытас енĕпе ыйтăва оперативлă татса пама май пур. Килсĕр йытăсем нумай ĕрченĕ ялсенче пурăнакан çынсем хăйсен ялсовечĕсене ыйтса кайма е килсĕр йытăсем çинчен даннăйсене мана 2-10-93 телефонпа пĕлтерме пултараççĕ.

Планпа (июнĕн 30-мĕшĕччен) пирĕн районта 300 йытă тытмалла. Халĕ 100 пуç ытла тытнă.


Айдар ХУСНУТДИНОВ,

килсĕр йытăсем тытас енĕпе специалист.


- Аургазă районне заявка килнĕ май, эрнере икĕ хут, тухса каятăп. Альшей районне те тивĕçтерсе тăратăп. Территорине пĕлетĕп, мĕншĕн тесен эпĕ кунта иккĕмĕш çул ĕçлетĕп.
Агрессивлă йытăсем пирки. Вĕсем вăрмансенче пурăнакан тискер йытăсем пулĕ-ха. Иртнĕ çулта Батăр ял тăрăхĕнче йытăсем 12 сурăха туласа тăкнă тĕслĕх пулнăччĕ. Эпĕ, йытă кĕтĕвне йĕрлесе тупас тесе, çĕрле хуралта тăтăм, анчах вĕсене тытма мар, персе вĕлерме те хĕн. Профессилле сунарçăсем те çак ĕçе тăваймарĕç. Исмагил вăрманĕсенче те çавăн пек йытăсем пурăнаççĕ.
Çывăрттарса янă йытăсемпе кайран мĕн туни çинчен манран час-часах ыйтаççĕ. Эпĕ вĕсене Буздяк районĕнчи приюта илсе каятăп. Унта вĕсене ветеринари врачĕ пăхса тĕпчет. Урнă йытăсене яланлăха çывăрттарса яраççĕ. Ыттисене çак чир-тен укол тăваççĕ, 10 кун карантинра тытаççĕ. Çавăн хыççăн чип лартаççĕ, стерилизацилеççĕ те, хăш территоринче тытнă, çавăнта тавăраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшĕн хуçисем пур.
Алла вĕрентрĕн-и? Яваплă пул


„Эпир алла вĕрентнисемшĕн яваплă” – Антуан де Сент-Экзюперин „Маленький принц” юмахĕнчи цитата. Çак фразăна тĕп сăнара пушхирте Лис, хăйне алла вĕрентнĕ хыççăн, калать. „Çынсем çак чăнлăха тахçанах маннă, анчах эсĕ ăна пĕлме тивĕçлĕ”, – тет вăл. Çакă халĕ питĕ актуаллă! Çĕнĕ Кальчир ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Раиль Диваевăн сăмахĕ тăрăх, Çĕнĕ Хурамала килсĕр йытăсене ăçтан-тăр илсе килсе яман вĕт-ха. Çакă сÿрĕк хуçасенчен, яваплăхсăртан килет.
Çапла, йытă çурисене çывăхри ялсене пырса пăрахни час-часах пулать, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче хăварма уйрăмах юратаççĕ. Хăйсене хăйсем „эпĕ ăна вĕлермен вĕт” тесе лăплантараççĕ. Чăннипе вара вĕсем хытă чĕреллĕ çынсем. Хăйсем ÿстернĕ чĕрчунсене кайран мĕнле шăпа кĕтни çинчен пĕлеççĕ-ши? Вĕсем çÿп-çап контейнерĕсем патĕнче апат юлашкисене çиеççĕ, аманаççĕ, кукшаланса каяççĕ, унтан, çăмĕ тăкăнса, ырханланса пĕтнĕскерсем, çулсем çинче вилеççĕ.
Хăшпĕр çĕршывсенче чĕрчунсемпе хĕрхенÿсĕр тыткалани енĕпе законсене хаярлатаççĕ. Испани хулисенчен пĕринче йышăннă законпа йытта кунне виçĕ хутчен уçăлтарма илсе тухманшăн йытă хуçи 500 евро (30 пин тенкĕ ытла) штраф тÿлеме тивĕçлĕ. „Совеçпе килĕшÿллĕн пурăнмалла” сăмахсем эпир чĕрчунсем тĕлĕшпе мĕнле пулнине те пырса тивеççĕ. Çавăнпа, енчен те чĕрчуна алла вĕрентрĕр пулсан, ăна юлашки кунĕччен пăхса пурăнăр.
Читайте нас: