Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Апрелӗн 2019, 10:22

„Цифрăна” куç

Аургазăсене цифрăллă телевидение куçма волонтерсем пулăшаççĕ.

Çак хĕлле аургазăсенчен нумайăшĕ хăйсен телевизорĕсене цифрăллă сигнала йышăнма майлаштарма тата 20 тÿлевсĕр канал пăхма пуçлама пултарнă. Анчах техникăна хăй тĕллĕн майлаштармашкăн ял çыннисем пурте мар лайăх пĕлеççĕ. Хăшĕ-пĕри вара икĕ уйăхран Пушкăртстанра аналоглă телевидени передачисем парса тăма чарăнасси çинчен пĕлмест те.
Аургазăсене нумай профиллĕ колледж студенчĕсем пулăшĕç. Ятарласа вĕреннĕ волонтерсем вĕренÿрен пушă вăхăтра район çыннисене çĕнĕлĕх çинчен каласа параççĕ.
- Эпир çак ĕçе пурĕ 37 волонтера явăçтартăмăр. Кашни методика инструктажĕ иртнĕ. Студентсем Толбазă ялĕнчи суту-илÿ центрĕсенче демонстративлă акцисем темиçе хут ирттерчĕç, телевизора çĕнĕрен мĕнле ĕçлекен тумаллине кăтартса пачĕç. Ачасем район центрĕнче тата ял тăрăхĕсенче цифрăллă сигнала мĕнле майлаштармалли инструкципе листовкăсем салатаççĕ, çаплах çыхăнтармалли льготăллă майсем çинчен каласа параççĕ, - тет çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалист Лиана Шаганц.
„Цифрăна” куçнă чухне йывăрлăх сиксе тухнă тĕслĕхре аургазăсем тÿлевсĕр федераллă „хĕрÿ линин” 8-800-220-20-02 телефонĕпе шăнкăравлама пултараççĕ.
Читайте нас: