Пур хыпар та
Общество
5 Апрелӗн 2019, 11:02

Наркомание ернĕ çынсем хушшинче - çулĕ çитмен ача

Район прокуратуринче наркотиксен законсăр çаврăнăшне хирĕç тăрас тата закона коррупцилле пăснине асăрхаттарас енĕпе ведомствăсем хушшинчи ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва право сыхлакан органсен, пушар надзорĕн, суд приставĕсен службин, район администрацийĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Районта наркотиксем тĕлĕшпе пулса кайнă лару-тăру çинчен прокурор заместителĕ Алексей Орлов каласа пачĕ.
- Районти тĕп больница даннăйĕсем тăрăх, пилĕк çын наркомание ернĕ. Иртнĕ çулта вĕсем виççĕн пулнă. Çитменнине тата, наркотик им-çамĕпе усă куракансем хушшинче çулĕ çитмен ача пур. Вăл кантăртан наркотик туса хатĕрленĕ тата унпа усă курнă. Туртса илнĕ им-çам масси пысăк. Суд айăплав приговорĕ йышăннă. Вунçичĕ çулхи преступника ачасем çула çитиччен пулмалли хупă ятарлă вĕренÿ-воспитани заведенине ярĕç. Закона пăсакан пĕчĕк ачасем воспитани тата пĕлÿ памалли уйрăм условисенче пулнă хыççăн тепĕр хут преступлени тунин факчĕсем нульпе тан пулнине пурнăç кăтартать, - комментарилерĕ вăл.
Çавăн пирки прокуратура вĕренÿ заведенийĕсене пурне те тĕрĕсленĕ. Вĕренекенсем хушшинче наркотик им-çамĕпе усă курнине малтанах тупса палăртас енĕпе ĕçе йĕркелессинче пăсусем тупнă. Çаплах нумай профиллĕ колледжра иртнĕ çулта социаллă тестировани, профилактика медицина тĕпчевĕ ирттерменни паллă пулса тăнă.

Часах çулла пуçланĕ. Акмасăр çитĕнекен кантăрăн малтанхи вырăнĕсем пулса тăрĕç. Яланхи пек, вăл пĕр вырăнтах ÿсет, халăх тата „сĕрĕм курăкĕпе” усăланакансем вĕсене лайăх пĕлеççĕ.
- Толбазăра çак курăк ÿсекен вырăнсем пур. Унпа кĕрешме йывăр. Çавăн паллă тĕслĕхĕ – иртнĕ çулта Толбазă ялĕ варринче, Суту-илÿ центрĕсенчен пĕрин çывăхĕнче, кантăр ÿсни. Паллах, ăна пĕтерес тĕлĕшпе тÿрех ĕç туса ирттернĕ. Çавăнпа наркотик тытса тăракан ÿсентăрансем çитĕнекен вырăнсене тупса палăртас енĕпе районти ял тăрăхĕсенче пуринче те рейд мероприятийĕсем ирттермелле, - чĕнсе каларĕ пухăннисене Алексей Александрович.
Канашлура полици пайне ĕç хушрĕç: взятка илнин факчĕсене тупса палăртас енĕпе ĕçе активлатмалла.

Район прокуратури район территорийĕнче закона коррупцилле пăсни çинчен информаци пур тĕслĕхре çынсене çак адреспа пĕлтерме ыйтать: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 105 „а”, т. 8(34745) 2-10-36 е [email protected] электронлă адреспа.
Читайте нас: