Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри муниципалитетсенче „инвестсехетсем” ирттерме сĕннĕ.
Кĕçнерникунсенче 11.00 сехетре кашни муниципаллĕ образовани пуçлăхĕн хăйĕн „инвестсехечĕ” пулать, унта инвесторсемпе бизнес представителĕсем килĕç. Районти пĕрремĕш „инвестсехетре” икĕ инвестици проектне – Толбазă ялĕнче суту-илÿ павильонĕ тăвасси тата арболит блоксем туса кăларасси – пăхса тухнă.
Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи Василий Федоровăн тата унăн ывăлĕн хăйсен хăма çуракан цех пур. Вĕсем хăма-чус таврашĕ туса кăлараççĕ: çуртсем тума пахалăхлă хăмасем çуртараççĕ. Производство тăкакĕсене кемĕтес тĕллевпе каяшсенчен (йывăç турпасĕнчен) арболит блоксем тума планлаççĕ. „Инвестсехете” вĕсем субсиди е çăмăллăхлă кредит пек финанс пулăшăвĕ ыйтма килнĕ. Сăмах май, вырăнти вăрман ĕçлесе хатĕрлекенсен проблема пур – вырăнти йывăç çителĕксĕр пулни. Ăна урăх районтан турттарма тÿр килет. „Стерлитамакский лес” ГУП Аургазăри участок начальникĕн, Юрий Зайкинăн, сăмахĕпе районта 20 çул ĕнтĕ вăрмана йĕркене кĕртес енĕпе мероприятисем ирттермен.
- Районти 200 пин гектар пĕтĕм çĕрсен лаптăкĕнче вăрмансем 40 пин гектара яхăн йышăнаççĕ. Ку вăл территорин 20 процентне яхăн. Вăрман фончĕ пирĕн хамăрăн пур. Вăрмана йĕркене кĕртес енĕпе ыйтăва татса памалла, - палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов.
Предпринимательсем финанслассин мĕнле майĕсемпе усăланма пултарни çинчен „Россельхозбанк” уйрăмĕн управляющийĕ Роберт Хабибуллин каласа пачĕ. „Жилсервис” ĕç тытакан компанин руководителĕ муниципаллĕ пурăнмалли мар фондран техника бази валли арендăна пÿлĕм уйăрса пама ыйтрĕ.
- Пирĕн нумай хваттерлĕ çуртсем валли чÿрече рамисем, алăксем тума тата юсама вырăн çук, - палăртрĕ хăйĕн проблемине Роберт Бурханов.
Харпăрлăха тытса тăракан комитета çак тĕллевсем валли юравлă вариантсем суйласа илме хушнă.
Тата икĕ предприниматель ялхуçалăх ĕçĕсем ирттерме, суту-илÿ павильонĕ йĕркелеме çĕр участокне анлăлатма заявкăсемпе паллаштарнă.
Канашлу вăхăтĕнче кашни ыйту тăрăх решени йышăннă, яваплă çынсем палăртнă, сроксене çирĕплетнĕ. Вĕсене пурнăçласси мĕнле пынине „Инвестсехет” ĕçĕ валли туса хатĕрленĕ ятарлă программа тивĕçтерĕвĕ сăнаса тăрĕ.