Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Апрелӗн 2019, 11:45

Ял çыннисен пенсийĕсем ÿснĕ

Ялти 54,5 пин пенсионерăн пенсийĕсене çирĕплетнĕ тÿлев çумне хушăма шута илсе ÿстернĕ. Пирĕн районта вĕсем 2406 çыннăн ÿснĕ.

Çĕнĕрен шутласа панă хыççăн хушăм калăпăшĕ пĕр уйăхра 1333 тенкĕ те 55 пус пулать. Виççĕмĕш ушкăнри инвалидлăхпа пенси илекенсемшĕн ÿсĕм пĕр уйăха 667 тенкĕ пулать. 25 процентлă хушăма çирĕплетнĕ тÿлевĕн çĕнĕ, январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ÿстернĕ калăпăшне – 5334,19 тенкĕ – шута илсе шутласа кăларнă.


Виçĕ условине пăхăннă чухне хушма тÿлев илмелли право параççĕ. Пĕрремĕш, пенсионерăн е пенси пама халь тин ыйтса килнĕ çыннăн ял хуçалăхĕнче 30 çултан кем мар ĕçленин стажĕ пулмалла. Иккĕмĕш, пенсионер ялта пурăнма тивĕçлĕ. Тата, виççĕмĕш, вăл ĕçлемест пулсан.


- Ял пенсионерĕсен пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа парас ĕç малалла пырать. Пенсионер Пенси фончĕн управленине ыйтса килме тата ÿстерсе панă çирĕплетнĕ тÿлев илмелли правăна çирĕплетсе паракан хушма документсем тăратма пултарать. 2019 çул вĕçлениччен ыйтса килсен кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕрен шутласа параççĕ. Заявленине каярах панă тĕслĕхре пенсине çĕнĕ, ыйтса килнĕ уйăх хыççăнхи, уйăхран пуçласа ÿстерĕç, - ăнлантарса парать Россия Пенси фончĕн Правлени членĕ, ПР Уйрăмĕн управляющийĕ Фоат Хантимеров.


Ял пенсионерĕсен ÿстерсе панă çирĕплетнĕ тÿлев илме право паракан стажне шутланă чухне колхозсен¬че, совхозсенче, ытти ялхуçалăх предприятийĕсенче тата организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче, ÿсентăран ÿстерессинче тата пулă ĕрчетессинче ĕçленине шута илеççĕ. Ĕçсен, производствăсен, профессисен, должноçсен, специальноçсен списокĕпе (ял çыннисен страхлав пенсийĕ çумне çирĕплетнĕ тÿлев калăпăшне ÿстерессине унпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ), тивĕçлĕ ĕç тапхăрĕсене шутласа кăлармалли йĕркесемпе (РФ Правительствин 2018 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи 1440 №лĕ Постановленийĕпе çирĕплетнĕ) Россия Федерацийĕн Правительствин http://static.government.ru/media/files/YHfXi6WCOOHhgeX Lhrl6ektvJQTDaTGW.pdf сайтĕнче, çаплах Пенси фончĕн районсенчи тата хуласенчи управленийĕсен клиентсемпе ĕçлекен службисенче паллашма пулать.


Россия ПФ ПР Уйрăмĕн пресс-служби.
Читайте нас: