Пур хыпар та
Общество
29 Мартӑн 2019, 11:26

Пешка, слон, лаша тата ыттисем

Çурхи каникул вăхăтĕнче Куезбаш ялĕнчи шкулта районăн унчченхи пуçлăхне Марат Ишемгулова халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртнĕ.

Турнира вăтам тата кĕçĕн классенче вĕренекен 50 яхăн ача хутшăннă. Ăмăрту пуçланиччен шкул директорĕ Мария Вострецова, ĕç ветеранĕ, вырăнти ял тăрăхĕн унчченхи пуçлăхĕ, нумай çул тăршшĕне Марат Баязитович ертсе пынипе ĕçленĕ Нина Дмитриева тата хальхи пуçлăх Флюр Даминов турнир участникĕсене сунăм сăмахĕсем каларĕç. Ачасене çаплах М. Ишемгуловăн арăмĕ Валентина Георгиевна та ăнăçу сунса каларĕ. Шахмат кружокĕн руководителĕ Яхия Мухаметзянов турнир правилисемпе тата программипе паллаштарчĕ. Ботвинник, Карпов, Крамник ячĕсемпе чапа тухнă вăйă ял ачисем хушшинче популярлă пулнине туйса илме кăмăллă. Çамрăк шахматистсен куçĕсем савăнăçпа тата тав тунипе çунса тăраççĕ! М.Ишемгулова хисеплесе шкулти шахмат лигин пĕрремĕш турнирĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлтĕр иртнĕ. Вăл шахмат хăми çинчи хура-шурă кĕлеткесемпе ăстăн ăмăртăвĕ ытларах та ытларах ачана интереслентернине кăтартса пачĕ. Тата çакă вĕсемшĕн компьютер вăййисенчен хăпмалли тата хăйсен шухăшлавне аталантармалли май.


Шÿтлĕ мар кĕрешÿ пуçланса кайрĕ. Çамрăк спортсменсем питĕ тивĕçлĕ ăмăртрĕç. Ăсĕпе, тÿсĕмлĕхĕпе тата çине тăнипе вĕсем хăйсем хушшинче кам вăйлăрах пулнине татса пачĕç. Шахмат вăл, чи малтан, хăвна ху çĕнтерни вĕт. Вăл килĕшÿллĕ ăстăн аталанăвĕ, çирĕп кăмăл-туйăм. Астăвăма тата тимлĕхе, тавçăрулăха тата математика пултарулăхне, логикăна тата фантазине аталантарни. Шахмат – пĕр вăхăтрах спорт та, наука та, искусство та.


Виçĕ сехете яхăн вăхăт сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Вăйă вĕçленсен судьясем пĕтĕмлетÿсем турĕç. Çĕнтерÿçĕсем тата призерсем пурте Валентина Георгиевнан аллинчен асăнмалăх призсем илчĕç.


Пĕлме интереслĕ
Шахмат историйĕ 1,5 пин çултан кем мар шутланать. Ăна пуçарса янă чатуранга вăйă Индинче пирĕн эрăри VI-мĕш ĕмĕртен каярах мар пулса кайнă тесе шутлаççĕ. Вăйă правилисем Араб Хĕвелтухăçнелле, унтан Европăна тата Африкăна сарăлса пынăçем улшăннă. Хальхи пек тĕспе вăл XV-мĕш ĕмĕр çывăхнелле йĕркеленнĕ, XIX-мĕш ĕмĕрте правилăсем татăклăн çирĕпленнĕ, çавăн чухнех пĕтĕм тĕнче турнирĕсем тăтăшах ирттерме пуçланă. Çапла майпа Индинче 5-6-мĕш ĕмĕрсенче пулса кайнă шахмат пĕтĕм тĕнчипе тенĕ пек сарăлнă, этем культурин уйрăлми пайĕ пулса тăнă.
Читайте нас: