Пур хыпар та
Общество
25 Мартӑн 2019, 18:28

Пушкăртстанра – çĕнĕ прокурор

ПР Госпухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсем пленарлă ларура республика прокурорне çирĕплетнĕ.

Парламентарисем маларах РФ Генеральнăй прокуратурин государство айăплавçисен управленийĕн начальникĕн должноçĕнче ĕçленĕ Камиль Кашаевăн кандидатурине сасăсен ытларахăшĕпе ырланă.
Камиль Альбертович Кашаев 1973 çулта Тутарстанра çуралнă, Хусан государство университетне пĕтернĕ, прокуратура органĕсенче 1995 çултанпа ĕçлет. Хăйĕн карьерине район прокурорĕн помощникĕнчен пуçланă.
Çĕнĕ прокурор хăйĕн сăмахĕнче коррупципе, экстремизм палăрăмĕсемпе кĕрешессине, граждансен ĕç прависене пăхăнса тăнине, строительствăна пая кĕрсе хутшăннисен прависене тата республикăн çутçанталăк ресурсĕсене сыхлассине пысăка хуни çинчен пĕлтернĕ.
ПР унчченхи прокурорне Андрей Назарова Курган облаçĕн прокурор должноçне уйăрса лартнă.
Читайте нас: