Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн 2019, 17:30

Тăван çĕршыв чĕнсе илсен...

Ачасемпе яшсен спорт шкулĕнче Пĕтĕм Российăри ачасемпе яшсен „Çамрăк Арми” çар-патриотизм юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн район слечĕ иртрĕ.

Организацин тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕршыва хĕçпăшалпа хÿтĕлеме кăна мар, мирлĕ вăхăтра та унăн интересĕсене сыхласа хăварма пултаракан ăру çитĕнтересси.
Çак кунхине районти мĕнпур шкулсенчен пухăннă 57 яш тата хĕр Тăван çĕршыва тата „Çамрăк Армин” пĕтĕм пĕрлĕхне парăнса тăма тупа турĕ. Вĕсене „Çамрăк Арми” значоксем пачĕç. Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Ачасем стройпа утас, пневматикăллă пăшалтан перес, Калашников автоматне сÿтес тата пухас, вăй-хал гимнастики, противогаз тăхăнас, алăпа туртăнса çĕкленес енĕпе ăмăртрĕç, çаплах çар тематикипе викторинăна хутшăнчĕç.

Вăйă туслă тата йĕркеллĕ иртрĕ. Участниксенчен кашни „пĕри пуриншĕн те, пурте пĕриншĕн” пулнине ăнланчĕ. Педагогсем те çак интереслĕ ăмăртусенчен айккинче юлмарĕç, май пур таран хăйсен вĕренекенĕсене пулăшрĕç тата, паллах, вĕсемшĕн майлă пулчĕç.
Этапсене командăсем пурте тивĕçлипе иртсе тухрĕç. Кам-тăр пĕр тĕсĕнче вăйлăрах пулчĕ, кам-тăр – тепринче. Судьясене çак кун йывăр килчĕ: командăсем питĕ лайăх ăмăртрĕç, чи лайăххисене палăртма ансат мар пулчĕ. Анчах итогсене палăртрĕç: пĕрремĕш вырăна Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкул команди йышăнчĕ, иккĕмĕшне – лицей, виççĕмĕшне – Шланлă ялĕнчи шкул. Пурте призсем илчĕç.
О. ИВАНОВА, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ.
Читайте нас: