Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн 2019, 17:08

Эпир Париж та куртăмăр

Пушкăрт халăхĕ 1812 çулхи Отечественнăй вăрçăн паттăрла тапхăрне тата 1813-1814 çç. Чикĕ леш енне похода хутшăнни хăйĕн тивĕçне парăнса тăнин, хастарлăх тата паттăрлăх кăтартнин паллă тĕслĕхĕ пулса тăрать

Европăна шурă-кăвак Урал патĕнчен пуçласа Парижра вĕçленнĕ чаплă поход пушкăрт халăхĕн историлле астăвăмĕ пулса тăнă. Российăра çĕнĕ призыв йĕркине кĕртнĕ: ĕмĕрлĕх çар службине рекрут (салтак) тăратмалла. 1812 çулччен Бишкаин ялĕнчен кашни çул пĕр рекрута çара илнĕ. 1809 çулта 29 çулхи Семен Иванова салтака илнĕ. Вăл Уфари пехота полкĕнче службăра тăнă. 1812 çулта ялтан çар службине тÿрех тăватă арçынна ăсатнă, 1813 çулта – пиллĕк. Вĕсенчен пĕри – çамрăк çеç арçын ача, 15 çулхи Василий Егоров. 1811 çулта Франципе вăрçă пуçланас хăрушлăх пирки Чĕмпĕр хулинче пушкăртсен пĕрремĕш тата иккĕмĕш казак полкĕсем йĕркелеме пуçланă. Пушкăртсем наци обмундированийĕ тăхăннă, пикăсемпе, йĕпсемпе ухăсемпе тата хĕçсемпе хĕçпăшалланнă. Кашни салтакăн икĕ лаша пулнă. Пушкăрт утлă çарĕ хăюллă, шухă, тÿсĕмлĕ тата харсăр пулнипе паллă пулса тăнă. Пугачев восстанийĕ хыççăн II Кĕтерне патша пушкăртсен тимĕрçĕ лаççисене пурне те хупма хушнă пулнă. Оренбург кĕпĕрнин генерал-губернаторĕ Волконский тимĕрçĕ лаççисене пурне те васкавлăн уçма, вăрçа каякан полксем валли хĕçсем, сăнăсем тата пикăсем туптама приказ панă. 1812 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Наполеон Неман урлă каçма тытăннă. Вăрçă пуçлансан пушкăртсен пĕрремĕш казак полкĕ Платов генералăн утлă казаксен корпусĕн составне кĕнĕ. Ухăпа, йĕнĕпе тата йĕпсемпе лашапа атакăна ыткăнса пыракан пушкăрт казакĕсем французсене Амура аса илтернĕ. Сиккипе пынă чухне ухăран тĕл пенĕшĕн вĕсене Çурçĕр Амурĕсем ят панă. Çак чап Парижа та çитнĕ, пушкăрт халăхĕн историйĕнче юлнă. Наполеонпа вăрçа 28 пушкăрт полкĕ кĕнĕ. Уфари пехота полкĕ партизансен пысăк отрядне куçнă, вăл Франци провинцисенче тăшманăн тылне шалалла кĕме тивĕçлĕ пулнă. Партизан çапăçăвĕн питĕ чаплă ăстаçи, пултаруллă разведчик Фигнер француз офицерĕн тумне тăхăнса тăшман лагерьне кĕрсе кайнă, пысăк пĕлтерĕшлĕ разведка даннăйĕсем тупнă. Бородино патĕнчи çапăçура Наполеон вырăс çарне çапса аркатма пултарайман. Вырăс çарĕсем те вăйлă тăшмана çĕмĕрсе тăкайман, çаплах чакса пынă. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Мускава хăварса кайнă. Унта пушарсем пуçланнă, вăл пĕтĕмпе çуннă. Франци çарĕн Российăн çунтарса янă, анчах парăнман тĕп хулинчен тухса кайма тивнĕ. Платов казакĕсем, çĕршер юланутçăна çухатса, тăшмана çапса хуçнă, çавăн хыççăн Наполеон эшкерĕсем йĕркене урăх кĕреймен. Пушкăрт полкĕн командирĕсенчен пĕрин рапортне вуласа тухса, Кутузов çапла каланă: „Манăн хаклă пушкăртсем! Лайăх çапăçатăр, маттур!” Кайран çак сăмахсем пушкăрт полкĕсен халăх юррин хушса юрламалли пулса тăнă. Пушкăртсен ухă йĕпписем çирĕп пулнă тата тĕл лекнĕ, лашасене шăтарса тухнă. Пушкăртсен ухă йĕппи пĕр француз офицерĕн купарчине витерсе кĕрсе ларнă. Çавăнтах унăн хуçи те тупăннă. Вăл çакăн пек лайăх ухă йĕппи пĕтнĕшĕн хуйхăрнă. Утлă пушкăрт салтакĕсем çаврăнăçулăхпа тата çивчĕшпе (клинок) вилмелле çапнипе паллă пулнă. Пушкăртсем тата мишарсем хăйсен ирĕкĕпе çар нушисем валли 4139 лаша парнеленĕ. Çакă пĕтĕм пушкăрт халăхĕн патриотла ĕçĕ пулса тăнă. Пушкăрт хĕрарăмĕсем ĕлĕкхи вăхăтранпа хăйсен упăшкисемпе юнашар çапăçнă. Вĕсем ухăран пенĕ, сиккипе пынă вăхăтра сăнăсем ывăтнă. Хăшпĕр джигитсен арăмĕсем походсенче ача та çуратнă. Франци вăрçин паттăрĕ Джантюри çапла каласа панă: „Чаплă пысăк хула Париж. Унти хĕрарăмсем епле! Питĕ лайăх! Анчах арăм мана пĕччен çÿреме ирĕк памастчĕ... Манăн чее, хăюллă тата тавçăруллă арăм, çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн медале тивĕçрĕ”.
Вырăс çарĕн командованийĕ, полксен командирĕсем татса панипе, çĕнтерÿçĕ салтаксене проституци çурчĕсене кайса çÿреме ирĕк панă. Пушкăрт полкĕсенчен нумайăшĕ Берлина илме, Голландие ирĕке кăларма, французсен гарнизонĕсене хупăрласа илме хутшăннă. Тăватă пушкăрт полкĕ Польшăра Россия чиккисене сыхлама юлнă. Парижра иртнĕ Çĕнтерÿ парачĕ хыççăн офицерсене, салтаксене, казаксене, джигитсене пурне те патша ятĕнчен „1814 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Парижа илнĕшĕн” медаль панă. Çавăнтанпа 205 çул иртнĕ. Çуралнă çĕршывĕнче - Стерлитамак районĕнчи Аюсы ялĕнче - пушкăртсен пĕрремĕш казак полкĕн командирĕн, пушкăрт халăхĕн тĕлĕнмелле паттăрĕн, 1812 çулхи Отечественнăй вăрçă тата 1813-1814 çулсенчи Чикĕ леш енне поход участникĕн Кахым Мырдашевăн палăкне лартнă. Вăл Германинче çапăçу вăхăтĕнче вилнĕ. Йывăр вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ паттăр ентешсене республикăра асăнса сума сăваççĕ.
Бишкаин рекручĕсем тăван ялне таврăнман. Нумайăшĕ пекех, французсемпе çапăçса пуç хунă.


А. ИВАНОВ.
Читайте нас: