Пур хыпар та
Общество
15 Мартӑн 2019, 14:25

Мухтанатпăр! Асра тытатпăр! Хисеплетпĕр!

Районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен палăкĕсене тирпей-илем кĕртĕç.

- Республикăри „Мухтанатпăр! Асра тытатпăр! Хисеплетпĕр!” патриотизм акцийĕ йĕркипе ялсенчи палăксене, паллă вырăнсене тата обелисксене тирпей-илем кĕртес ĕç çулталăк тăршшĕпе пырĕ. Вăрçă ветеранĕсен вилтăприйĕсем те тимлĕхсĕр юлмĕç. Халĕ районти пĕтĕм ял тăрăхĕсем тăрăх çавăн пек объектсен пĕрлехи списокне тăватпăр. Палăксене тата вилтăприсене пурне те йĕркене кĕртĕç. Кашни патĕнче асăмлă меро¬прияти иртĕ, - пĕлтерчĕ çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалист Лиана Шаганц.
Акци Аслă Отечественнăй вăрçăпа çеç çырлахмĕ. Çаплах вырăнти вăрçăсен, Пĕрремĕш тĕнче тата иртнĕ ĕмĕрсенчи ытти вăрçăсен участникĕсен палăкĕсем патĕнче те мероприятисем иртĕç.
Палăксене тирпей-илем кĕртес ĕç апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланĕ. Унта волонтерсем, ĕçлекен çамрăксем, шкул ачисем, ача-пăча клубĕсен воспитанникĕсем, çамрăк армеецсем тата студентсем хутшăнĕç.
Хутшăнма е сĕнÿсем кĕртме кăмăл тăвакан çынсем çамрăксемпе ĕçлекен пая çак телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ: 8(34745) 2-19-91.
Читайте нас: