Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Мартӑн 2019, 11:13

Халăх вучахне упракансем

Район учителĕсем „Хĕрарăм – наци амăшĕ” республика конкурсне хутшăннă.

Пушкăртстанăн чи активлă хĕрарăмĕсемшĕн конкурса виççĕмĕш хут ирттернĕ. Кăçал вăл вунă номинаципе иртнĕ: нумай ачаллă амăшĕсем, ертÿçĕ-хĕрарăмсем, учительсем, ученăйсем, ал ăстисем тата ыттисем. Мероприятине 300 ытла хĕрарăм хутшăннă. Вĕсенчен çурри финала иртме пултарнă. Вĕсем хушшинче пирĕн район педагогĕсем те пулнă – Юламан ялĕнчи истори учителĕ Валентина Никитина, Толбазă лицейĕнче пушкăрт чĕлхи вĕрентекен Райса Исламгулова тата Бишкаин шкулĕнче биологи вĕрентекен Марина Петрова.

- „Хĕрарăм-лидер” номинацине заявка патăм, видеопрезентаци хатĕрлерĕм, унта шкулти, çемьери, тăван çĕр çинчи хамăн ĕç çинчен каласа патăм. Волонтерсен юхăмĕнчи, тĕрлĕрен конкурссенчи тата акцисенчи фотоÿкерчĕксемпе паллаштартăм. Презентацине финал тапхăрне суйласа илчĕç. Çак кунсенче Уфара наградăланин церемонине хутшăнма чĕнчĕç, - каласа парать В.Никитина.

Çак событи тĕлне Юламан хĕрарăмĕ ятарласа чăваш стилĕпе кĕпе çĕленĕ. Вăл шăпах вырăнлă пулса тухнă. Конкурс итогĕсене тунă „Торатау” конгресс-холра халăх промыслисен выставки иртнĕ. Кунта Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен тумĕсене, халăх стилĕпе тунă вак-тĕвек япала тăратнă. Чăвашсен экспозицийĕ патĕнче педагога тумĕ тăрăх тÿрех асăрханă.

Конгресс-холл сцени çинче финалистсене чысланă. Общественник-хĕрарăмсене ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн мăшăрĕ Каринэ Хабирова саламланă. Аургазă учителĕсене активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотипе, дипломпа тата чечек çыххипе наградăланă.
Читайте нас: