Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Мартӑн 2019, 11:26

Бишкаинти çулçÿревçĕ-мотоциклист

Бишкаинта хăйсен мотоклубне йĕркеленĕ. „Минск”, „ИЖ” мотоциклсемпе çÿресе пăхнă, кайран „Уралпа”. „Минскпа” инçете кайма çук, „Урал” вара йывăр тата перекетлĕ мар.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Коля Иванов Стерлитамакри професси училищине вĕренме кĕнĕ. Каçсерен „Строитель” стадиона пăр çинчи мотогонка секцине тренировкăсене çÿренĕ. Ашшĕ ăна ачаранпах тракторпа çÿреме, тĕрлĕ двигательсем тата моторсем сÿтсе пухма вĕрентнĕ. Техника, ялтăркка пăр тата хăвăртлăх патне кăмăл туртни ăна мотогонкăна илсе çитернĕ. Пăр çинчи мотогонкăпа ултă хутчен тĕнче чемпионĕ Габдрахман Кадыров хăй час-часах ăсталăха вĕрентнĕ. Пĕр çултан Николая Совет Çарне илнĕ. Çав вăхăтра Ивановсен çемйинче инкек пулса иртнĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕр çулта вилнĕ. Виçĕ шăллĕ тата йăмăкĕ хăр-тăлăха юлнă. Вăл килне таврăннă.


Çамрăк каччă çине яваплăх тиеннĕ – пĕртăванĕсене ура çине тăратмалла. Çак вăхăтра Николай юратнă хĕрне тĕл пулнă. Вăл Нина ятлă. Вĕсем хăйсен шăписене çыхăнтарнă. Иккĕн чылай çăмăлрах пулса тăнă.


Анчах мотогонка çинчен манайман. Ялти тата районти акатуйсене яланах хутшăннă. Уфари авиаци институтне кĕретсĕр вĕренме кĕнĕ. Бишкаинта хăйсен мотоклубне йĕркеленĕ. „Минск”, „ИЖ” мотоциклсемпе çÿресе пăхнă, кайран „Уралпа”. „Минскпа” инçете кайма çук, „Урал” вара йывăр тата перекетлĕ мар. Тĕрĕслесе пăхмалли çулçÿрев Оренбурга тата Самарăна йĕркеленĕ. Совет Союзĕн 15 республикинче те пулса курма ĕмĕт çуралнă.


Чехословакинче туса кăларнă CZ-Спорт-350 мотоциклсем туянма ятарласа Мускава кайнă. Вăрахчен тата тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çÿрев маршрутне тунă, анчах çакă кăна сахал пулса тухнă. Маршрута пĕтĕмпе килте тĕпчесе пĕлмелле, пайăррăн – вырăнта, тактикăна вара каçран хатĕрлемелле. Чылай укçа кирлĕ пулнă, мĕншĕн тесен палатка тата нумай ытти пулман.


1978 çулхи майăн 9-мĕшĕнче хăйĕн тусĕпе, Саня Ефимовпа, мотоциклсемпе Мускав – Вильнюс – Рига – Таллин – Калининград – Минск – Киев – Николаев – Одес¬са – Кишинев – Дон çинчи Ростов – Краснодар – Сочи – Тбилиси – Ереван – Баку – Грозный – Астрахань – Атăл дельти – Уральск – Оренбург – Бишкаин маршрутпа çулçÿреве тухса кайнă. Балтика çывăхĕнчи республикăсене ăнăçлă кайса çитнĕ. Вырăнти халăх вырăс чĕлхине йышăнманнине ăнланса илнĕ. Хăйсем хушшинче чăвашла калаçма пуçланă. Çакă пулăшнă. Пушкăртстан халăх геройĕ Салават Юлаев хăйĕн ашшĕпе Юлай Азналинпа ĕмĕрхи каторга ирттернĕ Рогервикра пулса курнă. Икĕ-виçĕ хуçалăхран тăракан пĕчĕк хуторсем час-часах тĕл пулнă. Калининград облаçĕнче тасалăх тата йĕркелĕх тĕлĕнтернĕ. Белоруссине тата Украинăна иртсе тухнă. Николаев хулинче Бишкаин ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Кириллов патĕнче хăналаннă. Вĕсен питĕ тутлă украин борщĕ тата вĕри вырăс мунчи пулнă. Молдавинче садсене пăхса савăннă, вырăнти маркăллă хĕрлĕ эрехсен пахалăхне тутанса палăртнă. Кавказ республикисенче пуринче те пулса курнă. Тусем çинче – тăвалла тата явăнчăк çулсем. Ту каççисемпе тата чул тăкăнакан вырăнсемпе Грузинчи Çар çулĕ кăна мĕне тăрать! Кавказ тăвĕсене тинĕс шайĕнчен 3150 м çÿллĕшре пăрлăхсем тата юрсем урлă аран-аран каçнă. Унта карттă тата фотоаппарат çухатса хăварнă. Шăннă. Йĕпенсе тата вараланса пĕтнĕскерсене, тараватлă чечен çемйи кĕртнĕ. Вĕсене çавăн пек урăх ниçта та йышăнман. Калмыки. Çулсем çукпа пĕрех, хăйăр çеç. Халĕ навигаторсем пур, ун чухне вара карттăсăр йывăр килнĕ. Бензинпа тата шывпа проблемăсем пуçланнă. Астрахане иртсен хăйăр тăвăлĕсем çĕкленнĕ, кăнтăрла каçхи пек тĕттĕм пулса тăнă. Мотоциклне палаткăпа витме тивнĕ. „Пушхир карапĕсем” – тĕвесем – курăна пуçланă, вĕсене хăваласа çитме те çук. Унтан пулăпа тата вăлчапа пуян Атăл. Кил еннелле çул Гурьев тата Оренбург урлă выртнă. Июнĕн 15-мĕшĕнче Бишкаина çитнĕ. Çул çинчи 37 кун пĕр самант пек иртсе кайнă. Çамрăк бишкаинсене – ун чухне 30 çултан кăшт çеç иртнĕ – пурнăç, турист опычĕ тата тÿсĕмлĕх кирлĕ пулнă кунсем.


1986 çулта Вăтам Азинчи республикăсене тата тепĕр çулçÿрев йĕркелеме шут тытнă. Маршрут Оренбург урлă выртнă. Казахстан çеçенхирĕсем пуçланнă – пĕр тĕрлĕ пейзаж. Акă Арал тинĕсĕ, типсе пĕтнипе пĕр. Карапсемпе кимĕсем, фантастикăллă фильмри пек, хăйăр çинче тăнă. Байконур космодромĕ те хыçа юлнă. Аякра хăвăрт чупакан сайгаксен кĕтĕвĕсем курăнма пуçланă. Çĕрмамăк тата рис уйĕсем. Кăнтăрла 45 градуса яхăн шăрăх, çĕрле сивĕ. Мĕнпурĕ те тĕлĕнмелле. Вĕриленсе çитнĕ чулсем çĕрле катăлаççĕ, кам та пулин пăшалтан пенĕ пекех.

Пуян хула Ташкент хăйĕн илемĕпе тата ешĕл тумĕпе тĕлĕнтернĕ. Фергана айлăмĕ улма-çырлапа тата пахчаçимĕçпе пуян, унти „торпеда” дыня уйрăм тăрать. Самаркандра хăйсен палланă çыннисем патĕнче хăналаннă. Николай пушхир çинчен нумай вуланă. Ăна парăнтарасси черетлĕ тĕллев пулса тăнă. Каракума ятарлă çынсемсĕр иртсе тухма çук. Туркменине кĕртмен. Мĕнпур çĕрте те ĕçмелли таса шыв çителĕксĕр пулнине пăхмасăр, кунта ырă тата йĕркеллĕ çынсем пурăннине курса ĕненнĕ.


Çын шăпи интереслĕ. Николай Петрович халĕ 65 çулта, унăн вара Байкалта пулса курма ĕмĕчĕ пур. Мотоциклпа пулмасан, автомобильпе. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ техникăпа çыхăннă. Çак çулсем хушшинче вуншар мотоцикл, пилĕк çăмăл машина улăштарнă. Халĕ килĕнче мини-тракторсем пухать. Вĕсем ялта лашана улăштараççĕ. Института пăрахма тивнĕ пулин те – кĕçĕннисене пăхмалла пулнă – техникăна пĕлет. „Искра” колхозра ĕçленĕ, унтан – Çурçĕрте. Вăл – чăн-чăн арçын, шăллĕсене тата йăмăкне ура çине тăратма пултарнă. Çирĕп тĕллевлĕ пулнине пĕлсе, вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлĕ тесе калама пулать. Ÿсĕм уншăн чăрмав мар. Николай Петрович тата Нина Васильевна халĕ активлă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ, художество пултарулăхне, Пушкăртстанри тата Чăваш Республикинчи концертсене тата уявсене яланах хутшăнаççĕ.

А. ИВАНОВ.
Читайте нас: