Пур хыпар та
Общество
11 Мартӑн 2019, 11:00

Шкул пурнăçĕ – унăн шăпи

Вĕрентекен‚ ăс паракан... Çĕр çинче этемлĕх мĕн чухлĕ пулнă тата малашне те пулĕ‚ çавăн чухлех çак ăнлав та çухалмĕ

«Вĕрентес пултарулăх йăх-несĕлтен куçса пырать» теççĕ халăхра. Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Людмила Сергеевна Васильева та учительсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вăл виççĕмĕш ăрури вĕрентекен шутланать. Вĕсен педагогсен династийĕпе пуян çемйи ăруран ăрăва çĕнĕ учительсен кадрĕсемпе йышлăланса‚ ÿссе пынă. Людмила Сергеевнăшăн профессионализм тени педагогсен династийĕн никĕсĕпе çыхăннă.


Пултаруллă вĕрентекенĕн ăрăвĕнче 10 ытла учитель пулнине палăртмалла. Вĕсен шутĕнче - математикăпа ĕç‚ географипе биологи‚ физикăпа физкультура‚ хими тата вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыракансем. Вĕсем пурте пĕрле ялти шкулта мĕнпур вĕрентекенсене пĕлÿ пама пултарĕç.


Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕрентекенсен дина-стине пуçарса яраканĕ Людмила Сергеевнан кукамăшĕ - Елизавета Алексеевна Кудряшова - шутланать. Вăл 1947 çулта Çтерлĕри учительсен институтĕнчи çут çанталăк ăслăлăхĕсен факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн 1947-1951çç. Авăркас районĕнчи Мăйлăпуканти (Куезбашево) сакăр çулхи шкулта вăй хунă‚ 1951-1968 çç. Пишкайăнри вăтам шкулта географипе биологи урокĕсене илсе пынă.


Пирĕн геройăн амăшĕ те‚ Галина Владимировна Иванова‚ 1976 çулта вĕрентекен ĕçне кÿленнĕ. Çтерлĕри педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Пишкайăнри вăтам шкулта математикăпа ĕç урокĕсене илсе пынă. 2000 çулта, çÿлти пуçлăхсем хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе йĕркелÿçĕ енĕсене хак парса, шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Галина Владимировна – вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ тата ĕç ветеранĕ.


Людмила Сергеевна кукамăшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пулса тăнă.


- Хамăн вĕрентекене‚ Татьяна Николаевна Антонована‚ тав сăмахĕсем каласшăн. Вăл ман чĕрере вырăс чĕлхипе литература урокĕсене юратас туйăма чĕртсе яма пултарчĕ. 1997 çулта эпĕ Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренсе пĕтертĕм. Суук-Чишмари шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентме пуçланăранпа 19 çул иртрĕ, - тет ачасене аслă вырăс чĕлхине ăша хывма вĕрентекен педагог.


Учитель профессине унăн шăллĕ Алексей тата йăмăкĕ Надежда та суйласа илнĕ. Алексей Сергеевич - биологи тата хими вĕрентекенĕ‚ Надежда Сергеевна вара вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пырать.


Людмила Васильевана çывăх çыннисемпе тăванĕсем пурнăç çулне уçса панă‚ çынсене итлеме тата пурнăçпа савăнса пурăнма хăнăхтарнă. Паянхи кун вĕсем ĕмĕрех асра юлмалли чи лайăх вĕрентекенсем пулса тăнă.


- Астăватăп‚ çамрăк чухне класс пÿлĕмне хăюлăх çитереймесĕр кĕреттĕм. Ачасемпе ман хушăри çулсем пысăках марччĕ. Пĕрремĕш çитĕнÿсемпе пĕрремĕш йăнăшсем... Çавăн чух ачасемпе ĕçлеме килĕшнине‚ шкул манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулнине ăнлантăм. Чаплă та кирлĕ профессин йывăрлăхне тата илемлĕхне хам çинче туйрăм‚ - пуçламăш утăмĕсене аса илет хĕрарăм.


«Лайăх вĕрентекен вăл - ачасене юратакан çын. Вĕсемпе хутшăннă май савăнăç тупать‚ кашни вĕренекен лайăх çын пуласса шанать‚ вĕсемпе туслашма пĕлет‚ ачасен савăнăçĕсемпе хуйхисене хăйĕн витĕр ирттерет‚ ача чунне пĕлет‚ хăй те ача пулнине манмасть» тенĕ В.Сухомлинский паллă педагог.


Людмила Сергеевна çак сăмахсене асра тытса тата пăхăнса ĕçлет. Çирĕм çула яхăн шкулта тăрăшса вăл мĕне кăна вĕренмен-ши? Пурне те пĕр пек йышăнмалла‚ ыттисем йăнăш тусан чăтăмлăх çитермелле‚ хăвăнтан вара хытă ыйтмалла. «Учительшĕн чи кирли мĕн?» текен ыйтăва вăл хăйне хăй яланах парать. Вĕрентекеншĕн ачасене хăйсене шанма вĕрентесси‚ тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси‚ вĕрентÿ процесне хăнăхтарасси‚ вĕсемпе пĕрле тунă çитĕнÿсемпе савăнăçсене хаклама пĕлесси пĕрремĕш вырăна тухса тăмалла. Çавăнпа та Людмила Сергеевна вĕрентÿ ĕçĕн планне ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе тĕплĕн те тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеме тăрăшать: ачасен пултарулăхĕн пур енĕсене аталантарма пулăшать‚ хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тата пуçаруллă пулма хăнăхтарать.


- Ман шутпа вĕрентекенпе вĕренекенсем хушшинчи хутшăну çакăн пек йĕркеленмелле: уроксем хыççăн иртекен класс тулашĕнчи ĕçсем урок темипех çыхăнмалла, ăна малалла аталантармалла‚ - тесе пĕлтерет Суук-Чишма шкулĕн вĕрентекенĕ.


Пултаруллă педагог каланине хăйĕн ĕçĕсемпе çирĕплетет. Вăл улттăмĕш çул вĕренекенсемпе «Пушкин балĕ» кану каçĕ ирттерет. Унта ачасем илемлĕхе‚ хÿхĕмлĕхе‚ лайăх манерăсене вĕренеççĕ.


Вĕрентекен профессийĕнче пултарулăхăн тĕрлĕ енĕсене уçса пама пулать. Çак профессине суйласа илнĕ çынсен хăйсен ÿсĕмне яланах аталантармалла‚ çĕнĕ мелсемпе çулсем шыраса тупмалла. Вĕрентекен ĕçĕнче чуна парса ĕçлесен çеç ачасен юратăвĕпе хисепне тивĕçме пулать. Хăй вăхăтĕнче пурнăç шăпи Людмила Васильевана шкула илсе çитернишĕн савăнать. Вăл ачасен чунĕнче чи ăшă та таса туйăмсем чĕртсе яма пултарнишĕн‚ вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене çывăха курса пĕрле пайланă савăнăçлă самантсемшĕн‚ ачасен куçĕнче палăрнă юратушăн хăйĕн шăпине тав тăвать.


Светлана МАТВЕЕВА. Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.


Читайте нас: