Пур хыпар та
Общество
7 Мартӑн 2019, 13:30

Аургазă çĕрĕн чаплă хĕрĕ

Людмила Бадретдинован пурнăçĕ тата ĕç биографийĕ аякри ялти хĕрача хăйĕн профессинче, наука ĕçĕнче çÿллĕ шая çитнине кăтартакан тĕслĕх пулса тăрать

Аургазă районĕ икĕ хула – Уфа тата Стерлитамак – хушшинче вырнаçнă. Кунта район, республика тата пĕтĕм çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, хисепе тивĕçлĕ нумай çын çуралнă. Хăшпĕр чухне, ятлă-сумлă çынсем çинчен çырнăмай, Аургазă çĕрĕ çавна тума пулăшать тесе шухăшлатăп: вăл тарават, пулăхлă, унăн çутçанталăкĕ илемлĕ.


Районăн чаплă хĕрĕсенчен пĕрин - Людмила Бадретдинова (Алексеева) - çинчен каласа парас килет. Темиçе çул тăршшĕне, унпа тачă хутшăнса, çак хĕрарăма яланах хисеплетĕп тата унпа чун-чĕререн хавхаланатăп. Чăн-чăн врач, ĕçтешĕсем хушшинче авторитетлă пулса тăрать. Унăн нравственность тата ĕçченлĕх никĕсĕ ашшĕ-амăшĕн килĕнче, çуралса ÿснĕ вырăнта, хывăннă.


Людмила Михайловна Белогор поселокĕнче нумай ачаллă туслă çемьере çуралнă, унта çичĕ ача çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшне ялта хисепленĕ. Ашшĕ – Михаил Гаврилович, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, МТСра трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ – Клавдия Емельяновна, малта пыракан колхозник пулнă, темиçе суйлавра район Совечĕн депутатне суйланнă. Вĕсем ялйышпа ырă кăмăллă пулнă. Хăйсен ачисене те çапла вĕрентме тăрăшнă. Ачисем ĕçе юратса ÿссе çитĕннĕ, каникулсенче шкул çумĕнчи участокра, колхоз хирĕнче ĕçленĕ.


Бишкаин ялĕнчи вăтам шкула Мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Вăл хăйĕн учителĕсене тав туса тата ăшшăн аса илет. 1976 çулта конкурс иртсе, Людмила Михайловна Пушкăрт государство медицина институтне (БГМИ) вĕренме кĕнĕ. Студент пулнă çулсенче обществăлла пурнăçа активлăн хутшăннă, факультет профкомĕн членĕ пулнă, наука ушкăнĕнче вĕреннĕ. Спортра, уйрăмах çăмăл атлетикăра, çитĕнÿсем тунă. БГМИ чемпионĕ (унăн рекорчĕсенчен халĕ те иртеймен), „Буревестник” ирĕклĕ спорт обществин тата Пушкăрт АССР пĕрлештернĕ командисен членĕ пулнă, РСФСР Сывлăх сыхлав министерствин ăмăртăвĕн призерĕ пулса тăнă, РСФСР мала тухассишĕн ăмăртура бронза медаль çĕнсе илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра пулас мăшăрĕпе, пирĕн республикăн чи вăйлă спортсмен-йĕлтĕрçипе, Рамиль Бадретдиновпа, паллашнă. Медицина институтне иккĕшĕ те ăнăçлă пĕтернĕ. Студент пулнă çулсенче туй тунă, аслă курсра вĕреннĕ чухне хĕрачи çуралнă. Вуз пĕтернĕ хыççăн медицина персоналĕпе тата пурлăх базипе тивĕçтерес енĕпе кăткăс пулса тăракан Дуван районне ĕçлеме кайнă. Дуванта вĕсен ывăл çуралнă.
Людмила Михайловна мĕнпур çулсем тăршшĕне тенĕ пек, упăшки ертсе пынипе Государство санитарипе эпидемиологи надзорĕн Дуванри территорири пĕрлешĕвĕн бактериологи лабораторийĕн заведующийĕ, унтан главнăй врачĕн заместителĕ пулса ĕçленĕ. Унти тĕп кăтартусем республикипе малти вырăнсене çитнĕ. Вĕсем регионăн çурçĕр-хĕвелтухăç зонинче федераллă аккредитаципе пуçласа сăнав лабораторийĕ йĕркеленĕ. Вăл вăхăтра çакăн пек çÿллĕ шайри лаборатори диагностики пысăк хуласенчен нумайăшĕнче пулман.


2001 çулта унăн упăшкине, Рамиль Рафаиловича, „Янган-Тау” санатори директорĕн должноçне уйăрса лартнă. Вăл ертсе пынипе „Янган-Тау” РФ санатори-курорт системинче малти вырăна йышăннă, пĕтĕм Российăри „Здравница” форумăн тĕп наградисене çĕнсе илнĕ. Санаторине виçĕ хутчен „Чи лайăх здравница” ылтăн медаль панă. „Янган-Тау” питĕ палăрнă, Россия çыннисемшĕн сиплев иртме тата активлă канма илĕртÿллĕ вырăн пулса тăнă. Хушса финансланин условийĕсенче пурлăх-техника бази çирĕпленсе пынă, санатори-курорт сиплевĕн çĕнĕ методикисене ĕçлесе хатĕрленĕ тата ĕçе кĕртнĕ. Нумай профиллĕ пысăк предприяти пулнă май, „Янган-Тау” санатори регионти тĕп ĕç паракан пулса тăнă.


Санаторин сиплев-диагностика комплексĕн начальникĕ пулса, Людмила Михайловна унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, лаборатори тĕпчевĕсен аккредитациленĕ центрне йĕркеленĕ, хальхи лаборатори тĕпчевĕсен тата санатори-курорт сиплевĕн тĕсĕсен пысăк шутне ĕçе кĕртнĕ.


Вăл – медицина наукисен докторĕ, ăна экологи тата пурнăç хăрушсăрлăх наукисен Пĕтĕм тĕнчери Академийĕн (МАНЭБ) академикне суйланă. Нумай çулсем тăршшĕне Пушкăрт государство медицина университечĕн тата Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт государство педагогика университечĕн доценчĕ, унтан профессорĕ пулса ĕçленĕ. 108 наука ĕçĕн, монографи, методика рекомендацийĕсен авторĕ, РФ икĕ патенчĕ пур.


Сывлăх сыхлав умĕнчи хисепе тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна „ПР тава тивĕçлĕ врачĕ”, „ПР сывлăх сыхлав отличникĕ” ят панă, Пĕтĕм Российăри „Здравница-2010” форумăн „Курорт ĕçне парăнса тăнăшăн” юбилей медалĕпе, М.Т. Калашниковăн II степень Тĕп орденĕпе, МАНЭБăн „Наука сферинчи çитĕнÿсемшĕн” медалĕпе наградăланнă.

Бадретдиновсен ачисем тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, халĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ: хĕрĕ Светлана – офтальмолог врач, ывăлĕ Артур – инженер-строитель. Пилĕк мăнукĕ савăнăç кÿрет.


Иртнĕ çулхи декабрьте ăна ПР чăваш хĕрарăмĕсен çĕнĕрен йĕркеленĕ канашĕн председательне, ПР хĕрарăмсен Союзĕн Правленийĕн членне суйланă.


Унăн пурнăçĕ тата ĕç биографийĕ аякри ялти хĕрача хăйĕн профессинче, наука ĕçĕнче çÿллĕ шая çитнине кăтартакан тĕслĕх пулса тăрать. Тивĕçлĕ пурнăç тĕслĕхĕ.


Ф. АСАДУЛЛИНА, ПР тава тивĕçлĕ учителĕ, Россия тата ПР çутĕç отличникĕ.
Читайте нас: