Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Мартӑн 2019, 14:35

Хутсемпе ĕçлессинчен лайăхрах

Районта çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов пулса курнă

Чиновник ĕçлĕ визитне граждансене йышăннинчен пуçларĕ. Министр патне йышăнăва çырăнакансем нумай пулнă. Аургазăсене ĕçе тытăнакан фермерсене тата ялхуçалăх отраслĕнчи çамрăк специалистсене паракан пулăшу, спорт тата çар-патриотизм организацийĕсене финансланин ыйтăвĕсем интереслентерчĕç.


Районăн Хисеплĕ гражданинĕ - РФ тава тивĕçлĕ строителĕ Риль Бикметов район центрĕнче пысăк спорт объекчĕсем пулманни çинчен каласа пачĕ, çаплах муниципалитетсем çумĕнче старейшинăсен совечĕсем тума сĕнчĕ.


- Физкультура-сывлăха лайăхлатмалли комплекс тума пуçларĕç, анчах хăш вырăнта тумалли проекта общественноçпе сÿтсе явмарĕç. Эпир – строительство отраслĕн ветеранĕсем, урăх вариантсем те сĕнме пултарăттăмăрччĕ, - ÿпкелешрĕ вăл министра.


Спорт шкулĕн директорĕ Антон Юлдашев интереслĕ сĕнÿ пачĕ. Республикăра шкул автобусĕсен паркне çĕнетес тата ÿстерес енĕпе программа хăйне лайăх кăтартнă. ДЮСШ руководителĕ ПР спорт шкулĕсем валли те çавăн пек программа тума сĕнчĕ. Çак шухăш министра килĕшрĕ. Тен, çывăх вăхăтра ачасемпе спорт шкулĕн хăйĕн автобусĕ пулса кайĕ, унпа ăмăртусене çÿреме пулĕ.


Р. Хабибов районта çамрăксен организацине пуçарса яма сĕнчĕ, вăл çамрăк спортсменсем хатĕрлеме федераллă тата республика гранчĕсене тата конкурсĕсене хутшăнма е субсиди илме заявка пама пултарĕччĕ. Министр сăмахĕ тăрăх, комиссине яланхи пек мар проектпа интереслентерсе ярса, пысăк укçа-тенкĕ илме пулать. Тĕслĕх вырăнне вăл „Туслăх” профиллĕ лингвистика лагерьне тата çамрăк армеецсен юхăмне илсе кăтартрĕ. Иккĕшĕ те грант илме тăрăшма пултараççĕ. „Чи кирли – паха енне тупмалла”, - пĕтĕмлетрĕ вăл.


Йышăну вĕçленнĕ хыççăн Руслан Тагирович нумай профиллĕ колледж студенчĕсемпе тĕл пулчĕ. Официаллă мар лару-тăрура вăл хăйĕн биографийĕ çинчен каласа пачĕ, çамрăк çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, çаплах тĕлпулу участникĕсене Уфара иртекен футбол матчне билетсем парнелерĕ.


- Çамрăксемпе çакăн пек хутшăнни килĕшет. Çамрăксемпе ĕçлесси хутсемпе ĕçлессинчен лайăхрах! – терĕ вăл уйрăлнă чухне.
Читайте нас: