Шалти ĕçсен органĕсенчи служба - вăл йывăр, анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çынсене питĕ кирлĕ, хăюллăх тата паттăрлăх, тÿсĕмлĕх тата лайăх ÿт-пÿ хатĕрленĕвĕ ыйтакан ĕç.
Çак фотоÿкерчĕке нумаях та пулмасть ачасемпе яшсен спорт шкулĕн спорт залĕнче иртнĕ мини-футболпа район турнирĕнче тунă. Алексеевсем полицейскисен çемйинчи арçынсем ăмăртăва тулли составпа килнĕ. Тĕрĕс, династине пуçараканĕ Григорий Тимофеевич, отставкăри милици полковникĕ, хальхинче болельщик вырăнĕнче пулчĕ. Анчах ывăлĕсем, Юрий тата Тимофей, шалти ĕçсен районти пайĕн команди составĕнче çурма хÿтĕлевçĕ тата тапăнакан пулса вылярĕç.
- Пирĕн çемье спортпа туслă, - каласа парать Алексеев-асли, - эпĕ çамрăкранпах спорта хутшăнатăп. Çавă мана службăра лайăх пулăшрĕ! Хамăн ывăлсене те ачаранпах хăнăхтартăм.
Полици сотрудникĕсемшĕн çирĕп сывлăхлă пулни пĕлтерĕшлĕ. Характер, çирĕп кăмăллăх, тăрăшулăх – çак пахалăхсем мораль тĕлĕшпе те, вăй-хал енĕпе те вăйлă çынсене çеç парăнаççĕ.
Юрий – полици майорĕ, Уфари юридически институтăн ятарлă хатĕрленÿ кафедрин преподавателĕ. Çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Тимофей – капитан, шалти ĕçсен район пайĕн вăхăтлăха хупса усрамалли изолятор начальникĕ. Иккĕшĕ те йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа районти тата республикăри, ведомствăри ăмăртусен яланхи участникĕсем, вĕсенче пĕрре мар призерсем пулса тăнă. Вĕсен спорт пухмачĕнче çăмăл атлетикăпа вунă километра пĕтĕм тĕнчери эстафетăна хутшăнни те пур. Пирĕн патра право сыхлавĕнче туслă, çирĕп çемьеллĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса тăракан сотрудниксем ĕçленине палăртма кăмăллă.