Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Нарӑсӑн 2019, 12:00

Чăвашсен вырăнти ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер, февралĕн 26-мĕшĕнче, Пушкăртстан республикинчи Чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн (ертÿçи Федор Кузьмин) район шайĕнчи пухăвĕ иртрĕ.

Палăртнă вăхăтра район администрацийĕн ларусен залне кашни чăваш ялĕнчен 40 ытла делегат килсе çитрĕ. Çав шутра ялхуçалăх, вĕрентÿ, культура, бизнес ĕçченĕсем тата чăвашсем йышлă пурăнакан ялсовечĕсен пуçлăхĕсем те.
Чăваш наци пĕрлешĕвĕн Аургазă районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Лариса Васильева сĕннипе, çак пухăвăн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ: çĕнĕ пĕрлешĕвĕн район шайĕнчи малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ, уйрăма уставпа килĕшÿллĕн çĕнĕ хастарсем йышăнасси тата ĕçтăвкомăн ертÿçисене суйласси.
Пĕрремĕш ыйтупа пухăннисем умĕнче анлă доклад тунă май, Лариса Дмитриевна организаци çĕнĕлле ĕçлесси, чăвашлăх аталанăвне урăх форматпа йăркелесси пирки каларĕ. Малашне кашни чăваш ялĕнче пуçламăш организаци пулĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе иртнĕ кĕске вăхăтра тунă ĕçсем çинчен унăн ертÿçи Федор Васильевич Кузьмин паллаштарчĕ. Январĕн 21-мĕшĕнче Пушкăртстанри Юстици министерстви ПР Чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн „паспортне” – свидетельствине панă. Çавăнтанпа чăваш хастарĕсен пысăк делегацийĕ Чăваш республикинче пулса курнă. Виçĕ кун хушшинче, министерствăсенче тата наукăпа культура учрежденийĕсенче пулса, тĕрлĕрен ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ, малашлăха плансем тунă. Сăмахран, апрель уйăхĕнче Шуршăлти А.Г. Николаев ячĕллĕ музейĕн куçса çÿрекен выставки Пушкăртстан Республикинчи чылай шкулта пулĕ. Октябрь уйăхĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕ „Сарпике” балетпа гастроле килĕ.
Пухăннисем çаплах тĕрлĕ комиссисен ертÿçисене çирĕплетрĕç: вĕрентÿ комиссийĕн ертÿçи Алена Ванюшина, чăваш чĕлхи учителĕ; спорт комиссийĕн ертÿçи Николай Иванов, физкультура учителĕ; массăллă пичет органĕсемпе ĕçлекен комисси ертÿçи Андрей Воронцов, район хаçачĕн корреспонденчĕ; таврапĕлÿçĕсен комиссийĕн ертÿçи Юрий Леонтьев; культура комиссийĕн ертÿçи Ирина Давлетшина.
Виççĕмĕш ыйту тăрăх район Совечĕн секретарĕ Владимир Исаевич Федоров доклад турĕ. Вăл чăвашсен Аургазă районĕнчи уйрăмĕн ертÿçин пулăшаканĕсемпе паллаштарчĕ. Ертÿçĕн пĕрремĕш заместителĕ районти Культура керменĕн директорĕ Юлия Тимофеева, заместителĕсем – Виталий Тарасов, районти больницĕн главнăй врачĕ; Владимир Евстафьев, Бишкаин ялсовечĕн пуçлăхĕ, Юрий Леонтьев, Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев академик ячĕллĕ шкул музейĕн ертÿçи тата Василий Федоров пенсионер.
Ф. КУЗЬМИН.
Читайте нас: