Пур хыпар та
Общество
26 Нарӑсӑн 2019, 17:00

Стратеги – аургазăсен хăтлă вăрăм пурнăçĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов муниципаллĕ район Совечĕн ларăвĕнче районăн 2018 çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн итогĕсене тунă, татса памалли проблемăсене палăртнă.

Бюджет


Иртнĕ çулта пĕрлештернĕ бюджетăн юлашки çулсенчи чи пысăк тупăшне тунă – 991 млн тенкĕ (умĕнхи çулхи кăтарту çумне 155 млн тенкĕ хушăннă). Çакна налог хумалли объектсене легализацилес тата ĕç укçине шыраттарса илес енĕпе комисси активлă ĕçленипе, тĕрлĕ сфера работникĕсен ĕç укçине ÿстернипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тунипе тума пултарнă.


Хамăр тупăш тăрăх бюджета 299 млн тенкĕ чухлĕ пурнăçланă – 2017 çулхинчен 67 млн тенкĕ нумайрах, çав шутра район бюджечĕ тăрăх 259 млн тенкĕ суммăлăх пурнăçланă (+54 млн тенкĕ).


Предпринимателлĕх


Пĕчĕк предпринимателлĕх аталанăвĕнче районта лайăх улшăнусем пулса иртеççĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче 600 ытла çын ĕçлет, туса кăларакан пĕтĕм продукцинчен вĕсем 43%, мĕнпур шайри бюджетсене кĕрекен налог тÿлевĕн 20% тивĕçтереççĕ.


Фермерсен хисепĕ ÿснĕ. Анчах ÿсĕм хăвăртлăхĕ, кашни çул вăл 1% пулать, пире тивĕçтермест. Муниципаллĕ районăн социаллă-экономика аталанăвĕн стратегийĕнче эпир 2024 çул тĕлне çак кăтартăва 2017 çулхи кăтарту тĕлĕшпе 26% таран ÿстерме задача лартрăмăр. Çавна пурнăçлас тесен мĕн тумалла-ха?


1) Предпринимательсене кашни çул финанс пулăшăвĕ пани çавна тума май парĕ. Пилĕк çул каялла вăл 500 пин тенкĕччĕ, çак çултан пуçласа 2 млн тенкĕ пулать. Республика çаплах, вырăнти бюджетран уйăрса панă суммăпа шайлаштарса, икĕ миллион тенкĕ таран хушса финанслать.


2) Районта фермерсен витĕмлĕ аталану программи пур („Чĕрĕ ял” муниципаллĕ программа), предпринимательсен вара çук. Эпир лару-тăрăва улăштарма шутлатпăр. Сăмах коворкинг-центр тумалли çинчен пы-рать. Коворкинг – вăл кирлĕ вăхăта ĕç вырăнĕ арендăна илмелли майпа центр, вăл – компьютерпа, ноутбукпа, сканерпа, принтерпа оборудованиленĕ ĕç вырăнĕсем, унта çаплах хушма пулăшусемпе усă курма пулать. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр суйласа илнĕ, грант илме заявкăна Правительствăна янă.


Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх


Уйрăм çурт лартакансем кашни çул 19 пин тăв. м çурт-йĕр тăваççĕ. Çакă - çулталăкра 200 яхăн çĕнĕ çурт. „Çурт комплекчĕ” республика программи пулăшать. Çак проекта реализацилеме тытăннăранпа района 27 млн тенкĕ ытла пĕтĕм суммăлăх 120 ытла çурт комплекчĕ турттарса килнĕ.


Стратегилле пысăк объектсене пурнăçа кĕртни аургазăсен хăтлă пурнăç условийĕсене тăвассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.


1. Толбазă ялĕнче бассейнпа физкультура-сывлăха лайăхлатмалли комплекс тăвас енĕпе ĕç пуçланчĕ. Смета хакĕ – 132 млн тенкĕ. Планра çаплах уçă стадион тăвасси, 140 млн тенкĕ яхăн калăпăшпа финанслас ыйтăва çывăх вăхăтра татса памалла.


2. Район центрĕнчи 2 №лĕ Çурçĕр микрорайонĕнче çине тăрса комплекслă тачă строительство илсе пыма вăхăт килсе çитрĕ. Республикăри тĕллевлĕ инвестицисен программи йĕркипе 2 млн тенкĕ суммăлăх инженери тĕпчевĕсем хатĕрлесе, Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ Çурçĕр микрорайон территорийĕн планировкин тата чикĕсем палăртнин проекчĕсене пурнăçланă тата çирĕплетнĕ.


Унта 120 вырăнлăх пуçламăш шкул-ача сачĕ, суту-илÿ центрĕ, спорт площадки тăвассине шута илнĕ. Пĕтĕм микрорайонти социаллă объектсене, газ, шыв пăрăхĕсем, çулсем проектлама 22 млн тенкĕ ытла укçа кирлĕ. Инвестицисен пĕтĕм калăпăшĕ 250 млн тенке яхăн пулать.


3. 2019 çулта çаврăнăç çул тума пуçлассин мероприятийĕсене финансла¬малли плана кĕртме ыйтса ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн Госкомитечĕ çумĕнчи Комиссине заявка янă. Ыйтăва 2019 çулхи март уйăхĕнче ПР Правительстви çумĕнчи Экспертиза советĕнче пăхса тухма планлаççĕ. Пĕтĕм смета хакĕ – 370 млн тенкĕ ытла, çав шутра 203 млн тенкĕ - малтанхи тапхăра.


4. Тĕрлĕ майсем ăнăçлă пĕрле килсе тухнă тĕслĕхре эпир 24 хваттерлĕ çурт тума пуçлассине шанса тăма пултарăпăр. Инвесторпа ĕç илсе пыратпăр. Нумай хваттерлĕ çурт туни тăлăх ачасене тата çамрăк специалистсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме май парĕ.


5. Толбазă ялĕнче тасату сооруженийĕсем тата канализаци си¬стеми пулманни район территорийĕн аталанăвĕнче чи çивĕч проблемăсенчен пĕри пулса тăрать. 2018 çула РАИП йĕркипе 2 млн тенкĕ ытла суммăлăх проект-тĕпчев ĕçĕсем ирттерме госконтракт тунă. Ĕçсене тумалли срок – 2019 çул. Тасату сооруженийĕсем тума малтанлăх палăртнă хак – 150 млн тенкĕ.


6. „Аургазăри ушкăнла шыв пăрăхĕн реконструкцине вĕçлесси” объекта проектлама пĕрремĕш тапхăрта социаллă-тĕллевлĕ программа фондĕнчен 24 млн тенкĕ уйăрса панă. Паянхи кун тĕлне проекта госэкспертизăна панă. „ГазСтройИнвест” ООО ĕçлесе хатĕрленĕ сметăсемпе килĕшÿллĕн, иккĕмĕш тапхăра (вĕçлеме) 36 млн тенкĕ кирлĕ.


7. Федераллă тата республика программисене кĕртме майлă госэкспертизăпа 8 яла газификацилеме, çаплах Толбазă ялĕнчи тăватă урама шывпа тивĕçтерме проект-смета документацийĕ ĕçлесе хатĕрленĕ. Тата ултă ял валли проект тума заявка панă.

Кĕçĕн Нагадак ялне газификацилесси юлашки тапхăрта пырать. Пурăнмалли çуртсене газ пăрăхĕпе çыхăнтараççĕ.


8. Толбазă ялĕн хĕвелтухăç енчи промышленность зонинче, унта строи¬тельство материалĕсен виçĕ завочĕ тата икĕ промышленность предприятийĕ вырнаçнă, çул каçмăшĕн никĕсне хатĕрлес енĕпе ĕçсем тунă.


9. Шланлă ялĕнчи Турсугалка юханшывĕ çинчи гидротехника сооруженине „2012-2020 çулсене РФ шыв хуçалăх комплексĕн аталанăвĕ” программа йĕркипе тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Ĕçсен пĕтĕм хакĕ 8 млн тенкĕ ытла пулнă.


10. Çулсем тăвасси активлăн пырать. Иртнĕ çулта районти ялсенчи 15 урама тата муниципалитетсем хушшинчи икĕ автомобиль çулне юсанă.


Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа (ППМИ)


ППМИ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене эффективлă татса пама пулăшакан программăсенчен пĕри пулса тăрать. Программăна 2024 çулччен тăснă.


2016 çултан пуçласа 55 млн тенке яхăн пĕтĕм суммăлăх 53 проект конкурс иртнĕ. 2019 çулта ял тăрăхĕсем пур¬те 29 млн тенкĕ суммăлăх заявка панă. Вĕсем – 7 шкул (çав шутра 4 ача сачĕ), ялти 6 клуб, 5 МТЗ трактор, пушар машини, палăк юсасси тата масара карталаса илесси. Проектсене суйласа илес енĕпе ĕçлекен республикăри конкурс комиссийĕ майлă татса парассине кĕтетпĕр.


Ял хуçалăхĕ


Районăн агропромышленность комплексĕ 2018 çул итогĕсемпе республикăра ÿсентăран ÿстерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç кăтартăвĕсемпе малта тăракан тăватă район шутне кĕрет. Ялхуçалăх техникине çĕнетме янă инвестицисен калăпăшĕпе район республикăра чи лайăх вунă рай¬он шутĕнче тăрать. Республика Прави-тельстви ялхуçалăх продукцийĕ туса илессинче пысăк кăтартусем тунăшăн ял ĕçченĕсене çулталăк итогĕсем тăрăх кашни çул, умлă-хыçлă 17-мĕш хут, хавхалантарать.


Эпир пилĕк çул каярах ĕçĕн тăватă приоритетлă çул-йĕрне палăртрăмăр. Мĕнпур çул-йĕрпе те тивĕçлĕ результатсем пур.


Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарасси. Эпир сăвăм тăрăх кăтартусемпе пĕр пусăма çÿлерех хăпартăмăр. Кашни çул мăйракаллă ăратлă шултра выльăх туянатпăр, вĕсен хакне государство субсиди пек саплаштарать.


2. Техникăна çĕнетесси.

Çулсерен çĕршер миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянатпăр, унăн хакне те государство саплаштарать.


3. Тăпра пулăхлăхне сыхласа хăварасси.

Акакан пĕр гектар ана пуçне вăйра тăракан веществопа 47 кг минераллă удобрени хывнă. Çакă республикипе иккĕмĕш кăтарту пулса тăрать.


4. Кадрсемпе тивĕçтересси.

Юлашки виçĕ çул хушшинче 25 çамрăк механизатора тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекене ĕçе вырнаçтарнă. Руководительсен задачи: икĕ условине - ĕç укçине шеллемелле мар; пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса памалла - пурнăçласа çамрăк специалистсене хуçалăхсенче хăварасси.


Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарасси


„Чĕрĕ ял” муниципаллĕ программăна реализацилесси малалла пырать. Иртнĕ çулта пирĕн проект Пушкăртстанри муниципаллĕ чи лайăх 18 ĕç шутне кĕчĕ. Кăçал бюджета 350 пин тенкĕ хывнă. Проект ĕçленĕ тапхăрта 20 ытла уйрăм хушма хуçалăх хресчен-фермер хуçалăхĕ пек регистрациленнĕ.


Халĕ уйрăм хушма хуçалăхсене кооперативсене пĕрлештерес, инфраструктурăна çирĕплетес, туса илнĕ продукцине сутма пулăшас задача тăрать.


Сывлăх сыхлавĕ


Халăх вилеслĕхне кемĕтесси, медицина учрежденийĕсен пурлăх-техника базине çирĕплетесси, кадрсемпе тивĕçтересси, чирсен профилактики тата вĕсене маларах тупса палăртасси медицинăра приоритетлă çул-йĕрсем пулса тăраççĕ.


Юлашки виçĕ çул хушшинче Ишлĕри участок больницин çуртне, кирлĕ пĕтĕм медицина оборудованийĕпе тивĕçтерсе Кебеç ялĕнчи Ташлăкульти фельдшер-акушер пунктне юсанă, Семен ялĕнче фельдшер-акушер пункчĕ туса лартнă. Çĕнĕ çул умĕн автопарк васкавлă медицина пулăшăвĕн икĕ автомобилĕпе тата санитари автомобилĕпе пуянланнă.


Планра – районăн тĕп больницин поликлиникине юсасси, „Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программа тăрăх икĕ модуллĕ ФАП тата Кăрманай, Таштамак ялĕсенче икĕ ФАП туса лартасси.

2019 çул бюджетĕнче районти тĕп больницăн тĕп корпусĕ патĕнче транс¬порт хатĕрĕсем валли хушма тăраткăч тăвассине шута илнĕ.


Сывлăх сыхлав системинче пенси тата пенси ÿсĕмĕнчи врач сахал мар. Вăтам медицина работникĕсемпе 100% комплектланă пулин те, врач кадрĕсем кирлĕ (ултă ваканси).


Хăшпĕр сотрудниксем ĕçе тарăн пĕлсе çитменни, хăшпĕр чухне пациентсене тимсĕр пăхни эпир тăрăшса ĕçленине пĕтĕмпе хуратса пăрахма пултараççĕ. Шел пулин те, çакăн пек фактсем пур, вĕсем хурлăхлă ĕçсем пат¬не илсе çитереççĕ.


Вĕренÿ


Район бюджечĕн тăкак пайĕн 60% яхăн вĕренÿ системине тытса тăма каять.


Иртнĕ çулта вĕренÿ учрежденийĕсене юсама 33 млн тенкĕ ытла янă – умĕнхи çулхинчен икĕ хут нумайрах. Тĕп за

дача – çывăхри пĕр-икĕ çулта вĕренÿ учрежденийĕсене пурне те юсаса пĕтермелле: çавă, чи малтан, чÿрече блокĕсем, çурт тăррисем тата хутса ăшăтмалли система.


Виçĕмçул Совет памалла тунă район администрацийĕн пуçлăхĕн гранчĕн те лайăх витĕмĕ пур. 2018 çулта 14 вĕренекене тата вĕсен 10 наставникне премипе хавхалантарнă. Эпир, культурăри тата спортри çитĕнÿсене хушса хурса, преми илмелли условисене чылай анлăлатрăмăр.


Пирĕн учительсен составĕ вăйлă. Ан¬чах, ытти сферăсенчи пекех, вĕренÿре кадр составне çĕнетмелли, çамрăклатмалли проблема пур. Çамрăк специалист – вăл çĕнĕ малашлăх, стандартлă мар ĕçлени, çĕнĕ вăй хушăннни. Районта 25 çултан пуçласа 34 çул таран ÿсĕмри педагогсем 10% кăшт нумайрах. Пенси умĕнхи ÿсĕмри тата ĕçлекен пенсионерсем 50% яхăн. Юлашки виçĕ çул хушшинче пирĕн шкул¬сене икĕ çамрăк специалист çеç ĕçлеме килнĕ.


Диспансеризаци результачĕсем ачасем чирленин шайĕ ÿссе пынине кăтартать. Пирĕн вĕренекенсен 19% çеç сывлăхлă.


Шкулсенче шалти туалетсем тăвас ĕç пуçланнă. Çак ĕçе кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Ĕçсен хакĕ 4,5 млн тенке яхăн.


Шкулсенче тата ача сачĕсенче пуринче те видеосăнав системи вырнаçтарса лартасси вĕçленнĕ. Кăçал бюджета пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе мероприятисем валли 2 млн тенкĕ ытла укçа хывнă.


Культура тата спорт


Культура учрежденийĕсен пурлăх-техника базине лайăхлатма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 11 млн тенкĕ ытла янă, 12 объекта юсанă. Чăвашсен социаллă-культура центрне туса лартма проект-смета документаци хатĕрлеççĕ. Ялти ултă Культура çурчĕ ППМИ проекта хутшăнма заявка панă. Район музейне юсанă. Ĕçсен калăпăшĕ виçĕ миллион тенкĕрен иртнĕ.


Бассейнпа физкультура-сывлăха лайăхлатмалли комплекс тăвас енĕпе ĕç пуçланчĕ. Хоккей коробкисем малалла та тăвăпăр, вĕсем районта 12.


2019 çулта Семен ялĕнче спорт площадки тăвассине планласа хунă, унăн хакĕ 3,5 млн тенкĕ. Çĕнĕ Федоровка, Тукай ялĕсенчи, Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкулăн, Семен, Чăваш Хурамал, Таштамак ялĕсенчи спорт залĕсенче тĕпрен юсав ирттернĕ. Кăçал Куезбаш ялĕнчи спорт залне юсама планланă.


2018 çулта район администрацине 1328 гражданин ыйту панă (çырулла тата район администрацийĕн пуçлăхĕ патне йышăнăва килсе), çакă умĕнхи çулхинчен 77 нумайрах пулать. Çĕр ыйтăвĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи, архитектура, строительство тата тĕпрен юсав ыйтăвĕсем актуаллăрах пулса тăраççĕ.


Администраци ĕçне хакласси
Район администрацийĕн ĕçне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен эффективлăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Çакăн пек хаклава 40 кăтарту тăрăх тăваççĕ. Çынсен пурнăç пахалăхне сăнласа паракан параметрсене, çаплах ертсе пымалли çĕнĕ мелсем тата принципсем ĕçе кĕртнине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. 2018 çул итогĕсемпе рай¬она республикăри яллă 54 район хушшинче 14-мĕш вырăн панă. Начар мар резуль¬тат, анчах ăçталла ăнтăлмалли пур. Çавă:
- туса кăларакан промышленность продукцийĕн калăпăшĕсене ÿстересси;
- инвестицисем – бюджетран та, уйрăм çынсенчен те - явăçтарасси;
- пурăнмалли çурт-йĕр лартмалли хăвăртлăха ÿстересси;
- социаллă сферăна тата экономикăн чăн секторне кадрсемпе тивĕçтересси;
- бюджетăн тупăш потенциалне ÿстересси;
- федераллă тата республика программисене хутшăнассине анлăлатасси;
- обществăлла инфраструктурăна - шывпа, газпа, ăшăпа тивĕçтересси, çулсем юсасси тата тăвасси - аталантарасси;
- çÿп-çап реформине реализацилесси;
- çынсем хăтлă пурăнма условисем – парксем, кану зонисем - тăвасси;
- туризм сферине аталантарасси.
Çапла майпа, аургазăсен хăтлă вăрăм пурнăçне тивĕçтерме 2020 çулччен страте¬ги планĕн çул-йĕрне 2019 çулта та малалла илсе пырăпăр.
Читайте нас: