Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Нарӑсӑн 2019, 16:45

Афганистан - вăл шăпа

„Афган вăрçи ентешсен шăпинче” çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Унта афганец-воинсем, район центрĕнчи шкулсенче вĕренекенсем, музей сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Кĕнекене Афганистан вăрçин ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн активисчĕсем совет çарĕсене çав çĕршывран кăларнине 30 çул çитнĕ тĕле пичетлесе кăларнă. Вăл хăйне евĕр Астăвăм кĕнеки, унта пуç хунă çарти юлташĕсем, пурнăçран уйрăлнисем çинчен астăвăм тата ырату хутшăнса кайнă. Килне таврăнса мирлĕ пурнăçра хисепе тивĕçлĕ ĕçлекенсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ, сăнÿкерчĕксенче сăнласа панă иртнĕ вăрçă историйĕ. Авторсем çак пысăк мар брошюрăра йывăр вăхăтра хăйсен мăн аслашшĕсен чысне тата чапне намăса кăларман, „совет салтакĕ” мăнаçлă ята яман салтаксем тата офицерсем çинчен сведенисем пуçтарма тăрăшнă.


Юлашки çулсенче Афган вăрçи çинчен информаци чылай анлăланчĕ, нумай архив материалĕ паллă пулса тăчĕ. Анчах автобиографиллĕ сведенисем, вăрçă пыракан хĕрÿ вырăнта пулнисем хăйсем мĕн курни çинчен, хăйсем мĕн тÿссе ирттерни çинчен каласа панисем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.


- Кĕнекене пичетлесе кăларма пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне З. Идрисова, район музейĕн директорне С. Аминевана, район библиотекин ĕçченне Г. Залилована тата вăй çитнĕ таран пулăшу панисене пурне те тав тăватăп, - терĕ Афганистан вăрçин ветеранĕсен Россия союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ, кĕнеке пухса хатĕрлекенĕ Рамиль Асулов.
Читайте нас: