Аургазă хыпарçи
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Нарӑсӑн 2019, 13:00

Районти лесничисем çĕнĕ техника илнĕ

Стерлитамакри вăрман хуçалăхĕн паркĕ вăрман турттаракан икĕ КамАЗпа пуянланнă

Республика Правительстви лесничисене пулăшма шутланă. Иртнĕ çулта 2030 çулччен ПР вăрман промышленность комплексĕн аталантару страте¬гине çирĕплетнĕ. Стратеги тăрăх вăрман хатĕрлемелли тата йывăç ĕçлекен предприятисене йывăç турттарса килмелли калăпăшсене ÿстерме планланă. Çавăнпа вăрман хуçалăхĕн автопаркне çĕнетме 275 млн тенкĕ уйăрса панă.


ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви çак укçа-тенкĕпе вăрман хатĕрлемелли хальхи машинăсем тата вăрманти пушарсемпе кĕрешмелли техника туяннă. Çак кунсенче машинăсене вăрман хуçалăхĕсене парассин церемонийĕ иртнĕ. Аургазăри лесничисем те икĕ сортиментовозăн телейлĕ хуçисем пулса тăнă. Халĕ вăрман хуçалăхĕн гидроманипуляторпа тивĕçтернĕ хăватлă икĕ КамАЗ пур, вĕсем пĕрене-хăма тиес ĕçе çăмăллăн пурнăçлаççĕ. Вĕсемпе пĕрле вăрăм виçеллĕ çăк турттарма сортиментовозочнăй прицеп панă.


- Çакă пирĕншĕн уяв! Юлашки хут пире техника 20 çул каялла панăччĕ. Халĕ вара тÿрех икĕ лесовоз. КамАЗсене ларкăчĕсене ăшăтмалли системăпа, магнитолăпа, кондиционерпа, рулĕн гидроусилителĕпе – ĕçлеме хăтлă условисем тума кирлĕ мĕнпур япалапа – тивĕçтернĕ. Пĕрене тиемелли манипуляторпа ĕçлеме ансат. Машинăсем хăйсем „Евро-5” экологи стандартне тивĕçтереççĕ. Вĕсенчен машина ĕçлесе кăларакан газ чылай сахалрах пулĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен мĕнпур докуменчĕсене тăвăпăр, тахограф лартăпăр. Çуркунне ĕçре тĕрĕслесе пăхăпăр, - каласа парать вăрман хуçалăхĕн Стерлитамакри участокĕн начальникĕ Моисей Германов.


Машинăсемсĕр пуçне лесничисене хушма агрегатсем уйăрса парĕç: пушара хирĕç тăрăхсем тума, йывăç лартма тăпрана хатĕрлемелли ултă вăрман плугĕ тата вăрман тасатма гидроприводлă тăватă отвал.


КОММЕНТАРИ
ПР вăрман хуçалăх министрĕ Марат ШАРАФУТДИНОВ:

- Республика правительстви пулăшнипе 22 вăрман хуçалăхне тата вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен центра автотрактор техники тата çакса ĕçлемелли оборудовани паратпăр. Пирĕн вăрман хуçалăхĕсен пурлăх-техника базине çĕнетни республикăри вăрмансен потенциалĕпе эффективлă усă курма тата вăрман хатĕрлес ĕçĕн аталану шайне ÿстерме май парассине шанса тăратпăр.
Вăрмансене пушартан сыхлас ĕçе малалла эффективлăрах ирттерĕç. Пушарсене оперативлă локализацилĕç, чи кирли – вăрмансем çывăхĕнче пурăнакан çынсем хăйсене лайăхрах хÿтĕленине туйса тăрĕç.
ПР 2030 çулччен Вăрман промышленность комплексĕн аталантару стра¬тегине пурнăçа кĕртни касма палăртнă вăрман калăпăшне, юсаса вăрман лартмалли лаптăксене, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен хисепне ÿстерме пулăшĕ.

Читайте нас: