Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Нарӑсӑн 2019, 17:15

Ырă донор

Юн паракан донорсем велосипед е Сочине путевка илме пултараççĕ.

Уфара „Ырă донор” конкурс пуçланнă. Проекта „Единая Россия” парти тата „Пирĕн пуласлăх” ыркăмăллăх фончĕ пуçарса янă. Унăн тĕллевĕ - Пушкăртстан çыннисем хушшинче тÿлевсĕр донорлăха пропагандăласси тата популяризацилесси.


Конкурс уçăлнă çĕре республикăри юн яракан станцине Радий Хабировăн мăшăрĕ Каринэ Хабирова, Пушкăртстан Правительствин вице-премьерĕ Ленара Иванова, республикăн сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Максим Забелин тата официаллă ытти çынсем килнĕ. Вĕсем донорсем пулнă, çапла майпа пысăк пĕлтерĕшлĕ акцине хутшăннă.


Каринэ Хабирова: „Енчен те эсĕ пулăшма пултаратăн пулсан, мĕншĕн пулăшмалла мар. Çынсене вĕт юн кирлĕ. Тата çакă организмшăн та усăллă”.


Акци 2019 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи февралĕн 11-мĕшĕччен пырĕ. Çак вăхăтра сахалтан та вунпилĕк донаци памалла. Унта 18 çултан пуçласа граждансем хутшăнма пултараççĕ. Хутшăнакансен Уфа хулинчи юн яракан станцине (е юн яракан станцин ытти хуласенчи филиалĕсене) килмелле, тума тивĕçлĕ мĕнпур процедурăна иртмелле. Çырса тултарнă „донацисемпе” купонсене Уфа хули, Батырская урамĕ, 41/1 адреспа илсе килмелле е [email protected] электронлă почтăна сканне е фотоÿкерчĕкне ярса памалла. Суперприз - Сочи хулине путевка, ăна лотерея вылятса суйласа илĕç. Вунпилĕк хут юн панисем велосипед илĕç.


Рамиль Хамитов, Республикăри юн яракан станцин главнăй врачĕ: „Эпир республикăн çĕр çулĕ, сывлăх сыхлавĕн çĕр çулĕ тĕлне хамăрăн донорсене çĕр велосипед парнелеме шутларăмăр”.


Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: