Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Нарӑсӑн 2019, 14:36

Çитес эрнере ĕç кунне пĕр сехете кемĕтĕç.

Февралĕн 22-мĕшĕнче Пушкăртстанра ĕç кунне пĕр сехете кăскетĕç.

Çитес эрнере Пушкăртстанра ĕç кунне пĕр сехете кемĕтĕç. Вăл кăçалхи февралĕн 22-мĕшĕнче пулĕ. Çавăн çинчен республика Правительстви пĕлтернĕ.
Февралĕн 23-мĕшĕнчи кану кунне майăн 10-мĕшне, эрнекуна, куçарĕç. Çапла майпа, пилĕк кунлă ĕç эрни чухне февралĕн 23 тата 24-мĕшĕсем кану кунĕсем пулаççĕ, ултă кунлă ĕç эрни чухне те çаплах.
Мартра кăшт урăхларах пулĕ. Эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем мартăн 8, 9, 10-мĕшĕсенче канĕç, ултă кун ĕçлекенсем – мартăн 8, 9-мĕшĕсенче.
Аса илтеретпĕр, май уйăхĕнче вăрăм кану кунĕ пулĕ – 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен, 9-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен. Çаплах регионта пурăнакансем июнĕн 4-мĕшĕнче, августăн 12-мĕшĕнче тата октябрĕн 11-мĕшĕнче канĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: