Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Нарӑсӑн 2019, 16:04

Чěлхе пěлни пурне те кирлě

Çĕнĕ Федоровкăри вǎтам шкулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ конкурс иртнĕ.

Çěнĕ Федоровкăри вǎтам шкулăн вěренекенěсем «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ǎмǎрту – вǎйǎ конкурсěнче.
Çěнĕ Федоровкăри вǎтам шкулăн вěренекенěсем «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ǎмǎрту – вǎйǎ конкурсěнче.
«Чěлхе пěлни пурне те кирлě»


Çак девизпа Çěнĕ Федоровкăри вǎтам шкулта 35 вěренекенпе 4 вěрентекен февралĕн 8 - 10 мӗшӗсенче хӑйсен ӑс ҫивӗчлӗхне «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ конкурсěнче кӑтартрӗҫ. Пӗрремӗш хут вǎл 2004 ҫулхи февралĕн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Ǎна Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсемпе танлаштарма пулать.


Конкурса пěтěм Россия шайěнче Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧГУ йěркелесе ертсе пыраççě.


Ǎмǎрту ачасен тавракурӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать.


Кăçал унǎн йӗрки кӑштах урӑхларах пулчӗ.


Пӗрремӗшӗнчен, вӑтӑр ыйтуран вуннӑшӗ Чӑван ен историйӗпе тата культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ, ыттисенче чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмаллаччӗ.


Иккӗмӗшӗнчен, конкурс йěркелӳçисем ашшӗ-амӑшӗпе шкул хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатнипе пěрлех, ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пуласса шанса, вӑйӑ ыйтӑвӗсене килте хуравлама ирěк пачěç. Ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кукамӑш-кукашшӗнчен пулӑшу ыйтма, кирлӗ информацие Интернетра, словарь-справочниксенче шырама пултарчěç. Йěркелӳ комитечě палǎртнǎ тǎрǎх «ыйтусене ачисемпе пӗрле хуравлани ашшӗ-амӑшне тавракурӑма пуянлатма та, ывӑлӗ-хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме те пулӑшать». Çавǎнпа та ку тěлěшěнчен конкурсǎн пахалǎх тӳпи пысǎк пулнине палǎртмалла.


Виççěмěшěнчен, вǎйǎ - ǎмǎрту вӗрентекенсем хушшинче те иртрě. Унта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем кӑна мар, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан ытти предмет учителӗсем те хастар хутшӑнчěç.


Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне классем, районсем, регионсем тӑрӑх, пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче чыслӗҫ.


Николай Глухов.


(автор сǎнӳкерчěкěнче Çěнĕ Федоровкăри вǎтам шкулăн вěренекенěсем «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ǎмǎрту – вǎйǎ конкурсěнче).
Читайте нас: