Кĕнекене унăн ĕçтешĕ, вырăс чĕлхи тата литература учителĕ Эльвина Архипова тата Чăваш Енри Владислав Николаев журналист çырнă. Район администрацийĕнчен, Ибрай ял тăрăхĕн администрацийĕнчен, районти вĕрентÿ пайĕнчен хăнасене, общественность представителĕсене йыхравланăччĕ. Мероприятине тăван ялĕ тата унăн çыннисем çинчен „Савăн, хаклă ялйыш!” юрăпа „Çĕньял сасси” ансамбль уçрĕ.
Кĕнеке авторĕ Эльвина Моисеев¬на сăмах илчĕ.
- Моисей Лукьянович çинчен лайăх çеç калама пултаратăп. Ăна çамрăк, çÿллĕ, хура тĕслĕ шултра кăтра çÿçлĕ астăватăп. Хытă ыйтатчĕ, анчах тĕрĕслĕхшĕн тăратчĕ. Прогрессивлă шухăшлă çын. Вĕрентÿри кирек хăш çĕнĕлĕхе те эпир чи малтан йышăнаттăмăр. Тĕслĕхрен, вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен группăсемпе ĕçре усă курма пуçласан, пирĕн шкулта „продленка” çав çулах ĕçлеме пуçларĕ. Ачасене ултă çултан вĕрентме тытăнас тĕлĕшпе эксперимента тытăнсан, Çĕнĕ Федоровка шкулĕнче ултă çулхи ачасем вĕренме пуçларĕç. Çакна пĕтĕмпе пурнăçлама хушма классем, вăйă пÿлĕмĕ тата спальня, вырăн таврашĕсем тата кадрсем – учительсем, воспитательсем – кирлĕччĕ. Шкул çумне хушма çурт тумаллаччĕ. Строительство материалĕсем ăçтан тупмалла? Вăл вăхăтра çакăн тĕлĕшпе йывăрччĕ. Моисей Лукьянович шырама тухса каятчĕ тата тупатчĕ. Ултă çулхи ачасем валли пÿлĕмсем тата столовăй туса лартрĕç, вĕренекенсене пурне те кăнтăрлахи апат çитерме пуçларĕç.
Унăн мăшăрĕ, Зоя Евдокимовна, мана пĕррехинче хăйсем патне килне чĕнчĕ. Килсе çитрĕм, ашшĕпе амăшĕ патне пирĕн ялта чиркÿ туса лартнă ывăлĕ, Владислав, килнĕ иккен. Вăл-ку çинчен калаçрăмăр. Сасартăк Владислав Моисеевич мана „Атте биографийĕ çинчен çырăр-ха” терĕ. Эпĕ шухăша кайрăм, хирĕçлесе те ĕлкĕреймерĕм, вăл çук. Ăçта-тăр тухса кайнă. Çапла килĕшрĕм пулса тухрĕ.
Моисей Лукьянович каласа пычĕ, эпĕ çырса пытăм. Май пур таран текста ял пурнăçĕнчи эпизодсемпе пуянлатрăм. „Пĕр çын пурнăçĕ – вăл пĕтĕм çĕршыв пурнăçĕ” теççĕ вĕт-ха. Çырса пынисем 102 страницăллă „Призвание и дело жизни” кĕнеке пулса тăчĕç. Ăна архиври тата хальхи фотоÿкерчĕксемпе иллюстрациленĕ.
Выçă тата йывăр ачалăх. Вăрçă. Ир аттесĕр юлнă. Йывăр яшлăх – студент чухнехи выçăллă-тутăллă çулсем. Вĕреннишĕн тÿлейменшĕн Треппел шкулĕнчен кăларса янă темиçе яша пĕлетĕп. Тĕслĕхрен, „Кр. Башкирия” колхоз (Çĕнĕ Федоровка ялĕ) председателĕнче ĕçленĕ Владимир Архипов, Çĕнĕ Федоровкăри вăтам шкулăн математика учителĕ Валентин Прокопьев. Моисей Лукьяновичăн та çак шăпана тÿсме тивнĕ. Вĕсем парăнма шутламан та. Питĕ вĕренесшĕн пулнă. (1-мĕш класран пуçласа 7-мĕш класс таран тÿлевсĕр вĕреннĕ, 8, 9, 10-мĕшĕсем – вĕренÿ çулĕшĕн 150 тенкĕ тата икĕ çуна вутă).
Укçа ĕçлесе илме май тупнă та вĕреннĕшĕн тÿленĕ. Хăшĕ ача çурчĕ валли вутă хатĕрленĕ, хăшĕ райтопра пура пураланă, тепри вара кирек епле çанталăкра та Булгаковăра çĕрулми пуçтарнă.
Моисей Лукьянович йывăр самантсенче ашшĕне аса илнĕ, унăн „Ывăлăм, вĕрен! Çынна тух...” сăмахĕсем хăлхинче чĕнÿ пек янраса тăнă. Чăтма çук пурнăç условийĕсене пула уроксене çÿреме пăрахсан, класс руководителĕ Виктор Карпов амăшĕ патне килсе ÿпкелешнĕ. Амăшĕ ăна «ăс панă» хыççăн, вăл шкулти занятисене сиктерме урăх хăюлăх çитереймен.
Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Стерлитамакри учительсен институтне вĕренме кĕнĕ, унтан педагогика институтне те пĕтернĕ. Çарта связист пулса служба иртнĕ, Тоцкра атом бомбин тĕрĕслевне хутшăннă. Таврăнсан, тăван шкулĕнче ваканси пуличчен, Треппел, Веселовка, Наумкин шкулĕсенче математика вĕрентнĕ. Часах ăна шкул директорне уйăрса лартнă. Шкул çурчĕ пĕчĕк тата кивĕ пулнă, ачасем вара - 400 ытла.
Моисей Лукьяновичăн строительство пуçлама тивнĕ. Директорта Василий Белов ĕçленĕ вăхăтра картишĕнче виçĕ класлă шкулăн йывăç çуртне тума пуçланă. Анчах строительство материалĕсем пул¬ман. Василий Дмитриевичăн транспорт пулман, çавăнпа стройка чарăнса тăнă. Районта вара çывăх вăхăтра Çĕнĕ Федоровка шкулне тăвассине кĕтмелле марри, ăна плана кĕртменни çинчен каланă. Анчах Моисей Лукьянович тăтăшах кайса çÿренĕ, шыранă, ыйтса пĕлнĕ. Çапла Уфана çитнĕ. Унта ăна тинех ăннă. Çутĕç министерствинче пысăк вырăнта ĕçлекен совет чиновникĕ Иван Кашкапов патне кĕме ирĕк панă. Вăл çавăн çинчен час-часах, шкула мĕнле туса лартни çинчен калаçу пуçлансан, аса илет. Çак пысăк чиновник Кашкапов кирпĕчрен пуçласа рубероид таран строительство материалĕсем тупса илме пулăшнă. Çакăн çинчен кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă.
Строительство илсе пынисĕр пуçне тата учительте ĕçлеме те ĕлкĕрчĕ, тĕп предметсенчен пĕрне – математика – вĕрентрĕ. Вĕрентÿллĕ, тематика планĕсене тĕрĕслетчĕ, учительсен, уйрăмах çамрăк учительсен, методика ĕçне ертсе пыратчĕ. Хăй нумай вулатчĕ, пиртен те çавна ыйтатчĕ. Предметсем тăрăх журналсем çырăнса илме, вĕсене вулама, çĕнĕлĕхсемпе усă курма хушатчĕ. Уроксенче усă курма кăтарту пособийĕсем çукпа пĕрехчĕ. Директор вара çапла пĕлтерчĕ: „Кăтарту пособийĕсĕр пĕр урок та иртмелле мар”. Вĕсене кашни урок тĕлне çĕрле тума тиветчĕ. Уроксене час-часах кĕрсе ларатчĕ. Унтан вĕсене тишкеретчĕç. Директор класс руководителĕн дневникне илсе пыма хушатчĕ, унта вĕренÿре кая юлса пыраканнисемпе мĕнле ĕç тунине, хушма занятисем ирттернине çырса пыратчĕç.
Кĕнекене вăрах, темиçе уйăх тăршшĕне çыртăмăр. Хăшпĕр чухне ветеран хăйне начар туятчĕ. Ман шухăшпа, пурнăçĕнче пулса иртнишĕн вăл тепĕр хут хумханатчĕ, вара унăн юн пусăмĕ хăпаратчĕ.
Иккĕмĕш автор – Владислав Николаев – Петровсен çемйипе мĕнле паллашни çинчен каласа пачĕ. Ывăлĕ Владислав ашшĕне 85 çул тултарнă тĕле мĕнле пысăк парне туни - Израиле, Германие (Дахау концлагерьте пулса курнă) илсе кайни - çинчен. Çĕнĕ Федоровка çынни Парижра та пулса курнă.
Çак вăхăтра священниксем килсе çитрĕç. Вĕсен ушкăнне Салават тата Кумертау хулисен епископĕ Николай ертсе пычĕ. Вĕсем чиркÿре ятарлă кĕлĕ турĕç. Епископ Моисей Лукьяновича ялăн визит карточки пулса тăракан чиркĕве туса лартма хутшăннăшăн тав турĕ. „Сире Турă тата çынсем умĕнче намăс мар, пурăнса ирттернĕ çулсемшĕн намăс мар”, - терĕ вăл. Çуралнă кун ячĕпе – 87 çул тултарнă ятпа – саламларĕ.
Унтан сăмах калакансем пурте директора саламларĕç, вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунчĕç. Çак вăхăт тĕлне столовăйĕнче сĕтелсем хатĕрленĕччĕ. Учительсем Моисей Лукьяновичăн юратнă юррине юрласа пачĕç. Музыка учителĕ Светлана Волкова „Где ты появился на свет” юрă парнелерĕ, мероприятине Альбина Ефимова завуч ăшă кăмăллăн илсе пычĕ.
Эпир çак кĕнеке тата çак çын çинчен мĕншĕн çапла тĕплĕн каласа паратпăр-ха? Моисей Лукьянович чаплă çын пулнă пирки мар. Ун пек çын нумай, вĕсем пинĕ-пинĕпе. Анчах эпир вĕсене асăрхамастпăр е асăрхасшăн мар, вĕсене вара пурăннă чухне ырă сăмахпа хавхалантармалла. Тата тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн, пирĕн Тăван çĕршыв историне тунăшăн тав тумалла.
Кĕнеке 500 экземплярпа пичетленсе тухнă, ăна районти ялсенчи библиотекăсенче тата музейсенче вулама пулать.