Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2019, 13:49

Пушкăртстанра шкул ачисем пилĕк кун вĕренĕç

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсем пилĕк кун вĕренмелли системăна куçĕç.

Шкулсем тăваттăмĕш чĕрĕкрен пуçласа çĕнĕ расписанипе ĕçлĕç. Эрнере пилĕк кун вĕренмелли программăна туса ĕлкĕреймен вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен çапла ĕçлĕç.
Çавăн чухне вĕрентмелли çĕнĕ системăна куçасси çинчен решение вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсем йышăнмалла.
Педагогсен, сехетсем кемсен, ĕç укçи те кемет тесе хумханмалла мар. Пушкăртстанăн вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Айбулат Хажин шантарнă тăрăх ĕç укçи кеммест.
Расписани тăрăх шăматкунхи уроксене эрнери ытти кунсене куçарĕç. Çавăн чухне вĕренÿ заведенийĕсен руководителĕсем кирлĕ санитари нормисене пурне те пăхăнмалла.
Айбулат Хажин çаплах пилĕк кун вĕренмелли системăна куçсан мĕнпур предметпа та программăна пĕр тикĕс кĕскетесси çинчен палăртнă. Çавăнпа та расписанинчен пĕр урока та кăларса пăрахмĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: