Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Нарӑсӑн 2019, 12:56

Роботсен империйĕ

Уфара, „Ultra” суту-илÿ-культура центрĕнче „Роботсен империйĕ” интерактивлă выстака уçăлать.

Уфара çитĕннисемпе ачасем валли „Роботсен империйĕ” – интерактивлă питĕ пысăк наука выставки уçăлать. Кунта пĕтĕм тĕнчери 55 ăслă машинăна курма пулать анчах мар, вĕсемпе хутшăнма та, космос хутлăхне лекме, хамăрăн Çĕр планетăна космосран хамăр куçпа курма пулать тата нумай ытти.


Виртуаллă хутлăхра уçăлса çÿреме, телекинезри хăвăрăн пултарулăхăра тĕрĕслеме, космос карапĕн штурвалĕ умне ларма пулать.


Роботсене тытма юрать, вĕсенчен нумайăшĕ хутшăнма тата выляма хирĕç мар. Тĕлĕнме хатĕрленĕр: çĕнĕ технологисем эсир шухăшланинчен хăвăртрах аталанаççĕ!


„Роботсен империйĕнче” мĕн тума пулать:


- 7 космос аттракционĕнче пулма;


- машинăсемпе чунтан калаçма тата ташлама;


- çулçÿревре пулса, мĕнпур планета çинче пулса курма тата вĕсенчен кашнин çинчи хăвăрăн йывăрăша пĕлме;


- электричествăпа экспериментсене хутшăнма;


- виртуаллă тата хушса тунă зонăсенче пулса курма;


- „Звездные воины” легендăллă кинолентăн юратнă персонажĕсемпе селфи тума;


- квадракоптерсем вĕçтерме тата электроскейтпа ярăнма;


- самолетпа авари пулассине сирсе яма.


Ÿсĕм тата вăхăт енĕпе чикĕлевсем çук.

Читайте нас: