Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Кӑрлач 2019, 13:01

Укçа çинче – Салават Юлаев

Пушкăртстанăн юбилейĕ тĕлне асăнмалăх укçа кăларĕç.

Республикăн 100 çул юбилейĕ тĕлне Российăн Тĕп банкĕ 3 тата 50 тенкĕ номиналпа асăнмалăх укçа кăларĕ. Тиражĕ виçĕ пин тата пин тенкĕ пулĕ. Виçĕ тенкĕлĕх укçа 925-мĕш пробăллă кĕмĕлтен, 50 тенкĕлĕхĕ 999-мĕш пробăллă ылтăнран пулĕ.
Кĕмĕл укçа çинче Салават Юлаевăн палăкĕпе пушкăрт ялавне, вĕсен хыçĕнче Туслăх монументне, „Ляля-Тюльпан” мечĕте, нефть вышкине тата Пушкăртстанăн историпе культурин хăйнеевĕрлĕхне палăртакан ытти объектсене курма пулать.
50 тенкĕлĕх ылтăн укçа çинче „Торатау” Конгресс-холл çуртне, наци орнаменчĕ çинче республикăн гербне курма пулĕ.
Укçасем февралĕн 1-мĕшĕнчен сутура пулĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: