Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Кӑрлач 2019, 18:27

Китайсен опычĕпе

Сибайри карьертан отель тума сĕнеççĕ.

Артур Идельбаев предприниматель тата общественник Сибайри карьер вырăнĕнче кану зони тума – унта отель туса лартма тата шыв сиккисем йĕркелеме – сĕнет.
Уфа çыннине Китай опычĕ çакăн пек шухăш панă.
-Сибайри карьертан шыв сиккисемлĕ чаплă отель туса хума пулать. Китайсем шăпах çапла тăваççĕ, - каласа панă Идельбаев Facebookри хăйĕн страницинче. – Енчен те эпир çавăн пек тусан, Сибай инкек зонинчен пĕтĕм Урал тăрăхĕнчи тата унта çеç те мар чи паллă туризм центрне çаврăнĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: