Пур хыпар та
Общество
29 Кӑрлач 2019, 14:30

Кашни подъезда юсав

Толбазă ялĕнче ноябрь тĕлне нумай хваттерлĕ тăватă çуртăн сакăр подъездне юсаса пĕтермелле.

Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене комплекслă юсамалли программăна ĕçе кĕртесси çинчен решение иртнĕ çулхи декабрьтех йышăннă. Ĕнер правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров кăçал юсава вĕçлемелли сроксене палăртнă. Унăн сăмахĕ тăрăх, ĕçсене пурне те ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
Юсав йĕркипе кĕмелли алăксене, чÿречесене тата почта ещĕкĕсене улăштармалла, стенасене сăрламалла, энерги перекетлекен лампăсем, видеосăнав йĕркелесе лартмалла.
Пирĕн районта М. Гафури урамĕнчи 2, 4, 6 №лĕ çуртсенче тата Ибрагимов урамĕнчи 14 №лĕ çуртра чи малтан юсав ирттерĕç. Çывăх кунсенче çуртсенче пурăнакансен пухăвĕсем иртмелле, унта харпăрçăсем çуртсенче мĕн улăштарасшăн пулнине хăйсем татса парĕç.


Юсав ирттерме планланă подъездсен списокне район администрацийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă. Программа 2024 çулта вĕçленет. Çав вăхăт тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсене пурне те юсаса пĕтермелле.
Читайте нас: