Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Кӑрлач 2019, 18:24

Аист, пирĕн пата та вĕçсе кил!

2018 çулхи районти демографи лару-тăрăвĕ

Пĕлтĕр пирĕн районта 308 ача çуралнă. 2017 çулпа танлаштарсан, 16 ача нумайрах.


Çав шутра 94 - çемьере пĕрремĕш ача, 118 – иккĕмĕш, 68 - виççĕмĕш ача; 28 – тăватă ача ытла пăхса ÿстерекен çемьере çуралнă.


Арçын ачасене час-часах Амир, Данир, Кирилл, Тимур ят панă. Хĕрачасен популярлă ячĕсен рейтингĕнче - Дарья, Полина, Аделина, Алина. Районти пĕр çемье ачана усрава илнĕ.


ЗАГСра кашни çул юбиляр мăшăрсене чыслаççĕ. Иртнĕ çулта 30 мăшăр ылтăн туй паллă тунă, 17 – бриллиант (60 çул) туй, 2 – тивлетлĕ туй (мăшăрлă пурăнма пуçланине 70 çул).


Шел пулин те, ачасем нумайрах çуралсан та, районта халĕ те демографи лару-тăрăвĕ йĕркеллех мар. Вилеслĕх çураласлăхран иртсе кайнă. Халăх хисепĕ хăй халлĕн 180 çынна чакнă.


Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Пушкăртстанра çураласлăх чакса пырать, çав вăхăтрах Атăлçи федераллă округĕнче чи пысăкки пулса юлать. Росстат аналитикĕсем иртнĕ çулта январьтен пуçласа сентябрь уйăхĕччен республикăра 35560 ача çурални çинчен пĕлтереççĕ. Çакă 2017 çулхи çавăн пек тапхăртинчен пĕр пине яхăн сахалрах.

Апла пулин те, Атăлçи федераллă округĕн ытти регионĕсенче лару-тăру тата япăхрах. Тутарстанра 34994 ача çуралнă, вăл иккĕмĕш вырăнта. Самара облаçĕ виççĕмĕш пулса тăнă, унта 24876 ача кун çути курнă.

Çаплах пĕтĕм çĕршывĕпе çураласлăх чакса пырать.


Т. МУНТЯН, ЗАГС пайĕн начальникĕ.
Читайте нас: