Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Кӑрлач 2019, 18:01

Хăрăк-марăк пуçтарма ирĕк илмелле мар

Госдума депутачĕ çĕнĕ закон тăрăх ăнлантарса пани.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен „РФ Вăрман кодексĕн 32 ст. улшăнусем кĕртесси çинчен” Федераци законĕ вăя кĕчĕ. Закон граждансене хăйсен кирлĕлĕхĕшĕн усăланма хăрăк-марăк саплавсăр пуçтарма ирĕк парать.


Республика çыннисенчен çак законпа усăланас енĕпе ыйтусем йышлă килеççĕ. Çавăнпа та вĕсене ытларах хумхантаракан ыйтусем çине хуравламалла тесе шутлатăп.


1. Мĕн вăл хăрăк-марăк?

Хăрăк-марăк вăл – çилпе, юр йывăрăшне чăтаймасăр, хăрнипе тата чирленипе ÿкнĕ çĕр çинче выртакан йывăçсем.


2. Хăрăк-марăк хатĕрлеме ирĕк камран илмелле?

Хăрăк-марăк хатĕрлеме ирĕк илмелле мар.


3. Хăрăк-марăк пуçтарма вăрмана хамăрпа пĕрле пуртăпа пăчăкă илме юрать-и?

Юрать, çав шутра бензопăчкă та. Нимĕнле чару та çук, выртакан йывăçа турттарма пайсене уйăрса тухмалла вĕт.


4. Çулталăкăн хăш вăхăтĕнче хăрăк-марăк пуçтарма юрать?

Хăрăк-марăка, пушарпа кĕрешмелли уйрăм тапхăрта вăрмана кĕме чарнă тĕслĕхсемсĕр пуçне, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче пухма пулать.


5. Хăрăк-марăка мĕнле вăрмансенче пуçтарма пулать?

Ăна, вăрман касакан, маларах хатĕрленĕ йывăçа управа хунă вырăнсене шута илмесĕр, кирек хăш вăрманта пуçтарма пулать.


ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви хăйĕн территорийĕнчи подразделенийĕсене янă 2018 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 03/9251 №лĕ çырăва пăрахăçлани тата унпа усăланма тивĕçлĕ маррине тимлĕх уйăратăп. Унта вăрман хуралĕн органĕсене пĕлтерме тата хăрăк-марăк пуçтарма ирĕк илме кирли çинчен калани пурччĕ. Хальхи вăхăтра министерство законпа усăланас енĕпе çĕнĕ çыру ярса панă.


Январĕн 12-мĕшĕнче ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕпе тата унăн заместителĕпе тĕлпулура хуравра палăртнă ыйтусене сÿтсе яврăмăр.


Вăрмана каякансене чĕрĕ йывăç тата чĕрĕ тĕм касмасса, лартнă йывăçсене сиен кÿмессе, çаплах хăрăк-марăк тураттисене вăрманта хăвармасса – вĕсем вăрмана çÿпĕлеççĕ тата пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратаççĕ – ыйтатăп.

Чĕрĕ йывăçсене каснăшăн административлă, хăшпĕр тĕслĕхре, кÿнĕ сиене пăхса, уголовлă яваплăх шута илнине пĕлтеретĕп.


Закон кирлĕ тесе шутлатăп, уйрăмах ял çыннисене, мĕншĕн тесен хăрăк-марăк вуллисемпе хуçалăхра вутă пек усăланнисĕр пуçне юпасем улăштарма тата ытти ĕçре те усăланма пулать.


Çак закона пурнăçлас енĕпе чăрмавсем тунă тĕслĕхре мана çак адреспа пĕлтерме ыйтатăп: Уфа хули, Цурюпа урамĕ, 17.


З. БАЙГУСКАРОВ,

РФ Федераллă Пухăвĕн Государство Думин депутачĕ.
Читайте нас: