Пур хыпар та
Общество
18 Кӑрлач 2019, 12:45

Паттăр хĕр – тыл ĕçченĕ.

Куезбаш ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна 95 çул юбилейне паллă тăвать.

Ольга Васильевна Матвеева (Тарасова) 1924-мĕш çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Аургазă районĕнчи Куезбаш ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл 95 çул юбилейне паллă тăвать.
Хăй каласа панă тăрăх, 1932-мĕш çул пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. Вăл вăхăтра ачасене 8 çул тултармасăр вĕренме илмен.

- Манăн пĕрремĕш учительница, Прасковья Петровна Умова, Треппел хĕрĕччĕ. Пуçламăш классенче тăватă çул, 1932-1935-мĕш çулсенче, вĕрентĕм. Шкулта питĕ тăрăшса вĕренеттĕм. Вырăс чĕлхипе литератури пире, чăваш ачисемшĕн, питĕ йывăр парăнатчĕ. Математика, геометри, тригонометри юратнă предметсемччĕ, историпе конституци предмечĕсене юратсах каймастăмччĕ, - аса илет Ольга Васильевна.
- 1936-мĕш çул 5-мĕш класа вĕренме кÿршĕ Бишкаин ялне çÿрерĕм, унта пилĕк класс пĕтерĕм. 1937-мĕш çул, улттăмĕш класран пуçласа, Треппел шкулĕнче вĕрентĕм, унтах вунă класс пĕтертĕм. 1942-мĕш çул аттестат илтĕм. Вунă класс пĕтернĕ хĕр ачасем пурте учительницăсем пулса ĕçлеме тытăнчĕç. Комсомола кĕнĕ хĕрсене тата арçын ачасене вăрçа илсе каятчĕç. 1942-мĕш çул мана Наумкин шкулне учительница пулса ĕçлеме направлени пачĕç. Шкул директорне эпĕ ĕçлеме пырсан тепĕр куннех вăрçа ăсатрĕç.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасем вĕренме пуçтарăнчĕç, шкулта пĕр арçын та çук. Хĕрача учительницăсем кăна. Вĕренме пуçларăмăр, кĕнекесем, тетрадьсем, ручкăсем нимĕн те çук. Пĕтĕм шкулĕпе пĕр букварь кĕнеки кăна пурччĕ. Доска çине мел вырăнне шур тăмпа çырса, ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентеттĕмĕр. Сехет те çукчĕ, урок миçе минут пынине, сăнаса кăна ирттереттĕмĕр.
Пĕр смена кăна ĕçлеттĕм. Шăматкун уроксем кĕскерехчĕ, çавăнпа та уроксем хыççăн тăван яла, Куезбаша, таврăнаттăм. Байкал, Кебеç, Ташлăкуль ялĕсем витĕр каяттăм, унтан вунçичĕ çухрăм кăна утмаллаччĕ, утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса, Турра кĕл туса, хăрушă пулсан та, анне килне часрах çитес тенĕ. Наумкин шкулĕнче икĕ çул ытларах, 1944-мĕш çулхи ноябрьччен ĕçлерĕм.
Пĕррехинче мана Матеç (Матрена) авăн çапнă çĕре чĕнчĕ. Вăл манăн тантăшăмччĕ, бригадир пулса ĕçлетчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Авăн çапнă çĕрте весовщик пулса çÿллĕ, маттур, кăтра çÿçлĕ йĕкĕт Якур ĕçлетчĕ. Мана пĕрре курсах вăл килĕштерсе пăрахнă, унтан анне патне хăтасем янă. Анне килĕшÿ пачĕ, мĕншĕн тесен вăл мана ют çĕре мар, хамăр яла качча парасшăн пулнă. Хам та хирĕç пулмарăм. Якурсен çемйи вăл вăхăтра лайăх пурăннă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, пыл хурчĕсем те пулнă. Вара 1944-мĕш çул ноябрĕн 7-мĕшĕнче туй пулчĕ, Егор Миронович Матвеева качча тухрăм. Ăна, вăрçăра виçĕ хут аманса контузиленнĕ хыççăн, сывлăхĕ начарланнипе комиссилерĕç. Туй хыççăн Куезбаш шкулĕнчи пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăнтăм.
1945-мĕш çулхине август уйăхĕн 23-мĕшĕнче Юлапайра (хир ячĕ) тырă кĕлтисем çыхаттăмăрччĕ. Кăнтăрлаччен вун виçĕ тĕм çыхрăм. Чирлесе ÿкрĕм, ыратнăран хиртен иртерех таврăнма тÿр килчĕ. Ача çуратма вăхăт çитнине ăнлантăм, анне патне таврăнтăм. Алексей шăллăма часрах Татьяна кинемее чĕнсе килме хушрăм. Кинемей часах килсе çитрĕ, темиçе минутран хĕр çуралчĕ, пĕрремĕш ача, эпир ăна Соня ят патăмăр.
1948-мĕш çул экзаменсене экстерн йĕркипе парса Стерлитамакри педучилищĕре пуçламĕш классенчи ачасене вĕрентме ирĕк паракан документ (аттестат) илтĕм. Çак вăхăтра Юля хĕрĕм виç уйăхри чĕчĕ ачиччĕ, çавăнпа та ăна та хампа илмелле пулчĕ. Пурнăçĕ çавăн пекчĕ, пуçа усса ларма вăхăт пулман.
Çав çулсенче класра 35-40 ача вĕренетчĕç, 41 ачаран ытларах пулсан икĕ класс туса уйăратчĕç. 1974-мĕш çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пенсине тухрăм. Шкулта вăтăр тăватă çул ĕçлерĕм. Пенсине тухнă хыççăн мĕн тумалла?
Хăшпĕрисем эрех ĕçме вĕренчĕç, эпĕ алă ĕçĕсем тума тытăнтăм. Хуçалăхра сурăх нумай усраттăмăр. Çăм нумай – çăм чавса, арласа, алса-чăлхасем, кофтăсем çыхаттăм. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă, кĕпе-тумтир çĕленĕ. Каярах качакасем усраса, мамăкне пухса, çиппине арласа мамăк шел нумай çыхрăм. Ачасене, тăвансене парнелеттĕм. Çăм çиппинчен мĕн чухлĕ палас тĕртнĕ. Тăватă кун хушшинче тăватă метрлă пысăк тăваткал палас тĕртеттĕм. Стена çине çакмалли кавирсем, саксем, пукансем çине сармалли палассем тата нумай ытти вак-тĕвек тăваттăм. Кайран ял халăхĕ заказ пама пуçларĕ, кама мĕн кирлĕ - çавна тĕртсе параттăм. Хамăн ачасене асăнмалăх мĕн кăна тĕртсе памарăм-ши?
Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума тăрăшаттăм. Хам арлаттăм, çав вăхăтрах хаçат-журналсем те вулаттăм, телевизор та пăхаттăм. Çулсерен 15-шер экземпляр хаçат-журнал çырăнса илеттĕмĕр. Кайран чечек ÿстерме пуçларăм, уйрăмах георгин, тюльпан, астра, роза килĕшетчĕ. Тата мĕнле кăна чечек çукчĕ-ши? Иртсе çÿрекенсем чарăнса пăхса тăрансан тин хăйсен çулĕпе малалла каятчĕç. Ачасемпе, мăнуксем çулла хăнана килсен çеçке хушшинче сăнÿкерчĕк тума юрататчĕç.
Шел пулин те, унăн мăшăрĕ, вăрçăра илнĕ суранĕсене пула ку тĕнчерен маларах (1991-мĕш çул) уйрăлса кайнă. Ольга Васильевна упăшкипе пилĕк ача - тăватă хĕрпе пĕр ывăл - пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсем качча кайнă, ывăлĕ авланнă. Вĕсем те пенсионерсем ĕнтĕ, кашни хăй çемйипе пурăнать. Вунă мăнукĕ пур, мăнукĕсен ачисем çитĕнеççĕ.

- Хальхи вăхăтра эпĕ вĕсемпе пуринпе те чунтан савăнса, мăнаçланса, вĕсемшĕн Турра тав туса пурăнатăп, - тет юбиляр.
Ольга Васильевна „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале, нумай Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулнă, вăл тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.

Эпир те ăна хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, чирлемесĕр, кулленхи пурнăçпа савăнса пурăнма сунатпăр.
Владимир Николаевский.
Читайте нас: