Пур хыпар та
Общество
18 Кӑрлач 2019, 16:19

Каяшсем пухас енĕпе пулăшу пама договор

2019 çулхи январьте каяшсене пухас енĕпе пулăшусем пама регион операторĕпе договор тумалла.

Пушкăртстанри нумай хваттерлĕ çуртсенче, уйрăм секторта пурăнакан çынсем, çаплах юридически лицосем тата уйрăм предпринимательсем 2019 çулхи январьте каяшсене пухас енĕпе пулăшусем пама регион операторĕпе договор тума тивĕçлĕ. Çавăн çинчен ПР Çутçанталăкпа усăланас ĕç тата экологи министерствинче пĕлтерчĕç.
Россия Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ йăлари хытă каяшсене пухмалли правилăсенче çакăн пек договорсем тăвас кирлĕлĕхе шута илнĕ. Договор тумалли тĕслĕхе тата йĕркене хальхи вăхăтра республика территорине тивĕçтерекен регион операторĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.
„Эко-Сити” РО ООО (т. 8-800-700-49-00, http://ecocityrb.ru/) Кумертау, Салават, Сибай, Стерлитамак хулисене, Абзелил, Аургазă, Баймак, Белорецк, Бурзян, Гафури, Зианчура, Стерлибаш, Зилаир, Ишимбай, Кугарчă, Куюргазă, Мелеуз, Мияки, Стерлитамак, Учалă, Федоровка, Хайбулла районĕсене тивĕçтерсе тăрĕ.
Çÿп-çап пухмалли тата турттарса тухмалли çĕнĕ системăна куçассипе çыхăннă мĕнпур ыйту тăрăх регион операторĕн „хĕрÿ линийĕн” тата ПР Экологи министерствин (8(347)218-03-90) телефонĕсемпе шăнкăравлама пулать.
2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен республика, пĕтĕм çĕршыв пекех, коммуналлă хытă каяшсемпе усă курмалли çĕнĕ системăна куçни çинчен аса илтеретпĕр. Халĕ çÿп-çапа пухас, турттарса тухас, ĕçлесе хатĕрлес, утилизацилес, сиенсĕрлетес тата чавса чикес енĕпе регион операторĕ ĕçлĕ, çынсем вара, çирĕплетнĕ тарифсемпе килĕшÿллĕн, çак пулăшусемшĕн тÿлĕç.
Л. ТАЛИПОВА.
Читайте нас: