Турă Шыва кĕнĕ умĕнхи кун тата Шыва кĕнĕ кун шыв тĕлĕнмелле майпа тасалать, çавăнпа та эсир ăна январĕн 18-мĕшĕнчи çĕрле е 19-мĕшĕнче талăк тăршшĕне илнинче уйрăмлăх çук. Епле пулсан та, вăл кирек хăш шыв çăлкуçĕнче, кил-çуртсенчи крансенче те таса пулать.
Çынсем нумай ĕмĕр тăршшĕне вăл мĕншĕн сиплĕхлĕ пулса тăнине ăнланса илме тăрăшнă. Пĕрисем Турă тивлетне шанаççĕ, теприсем çавăн çине космосри япаласем витĕм кÿреççĕ тесе ăнлантараççĕ.
Чăннипе те çак вăхăтра шыв хăйне евĕрлĕ тытăмлă, яланхилле мар хăватлă пулса тăрать. Унра бактерисем çук, вăл вăрах вăхăтлăха тин çеç илнĕ шыв пек таса тăрса юлать.
Ученăйсем Турă Шыва кĕнĕ кун кĕлтуса тасатнă шывăн тата питĕ кирлĕ органсен хумсем тата пĕчĕк пайсем пек кăларакан энергийĕ пĕрешкел пулнине çирĕплетсе панă. Çакă ун пек шыв нумай органăн ĕçне йĕркене кĕртме, организма тасатма тата чирлеттерекен, наркăмăшлă пулăмсене пĕтерме пултарнине пĕлтерет.
Кĕлтуса тасатнă шыва ĕçме, унран апат хатĕрлеме, унпа çăвăнма, усал-тĕселтен тасатма кил-çурта пĕрĕхтерсе тухма пулать. Унпалан усăланнă чухне Турăран ăс-тăн тата ÿт-тен сывлăхне ыйтса кĕл тусан аванрах.
Ÿт-пĕве пиçĕхтернисем январьти сивĕре кÿлĕсенче шыва кĕреççĕ. Çавна валли республикăра йĕркеленĕ 71 вырăн хатĕрленĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ пирĕн кÿршĕсем патĕнче – Гафури районĕнче. Унта „Красноусольск” санаторийĕпе юнашар минераллă çăлкуçсенче тата Табынск ялĕнчи Шуратăл юханшывĕнче тунă ятарлă вырăнта шыва кĕме пулать.